Тăвай районĕ: çитес çур çулшăн çырăнтараççĕ

Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмěнче таврари ялсене виçĕ почтальонка тивĕçтереççĕ, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, пур çынпа та пěр чěлхе тупма тăрăшаççĕ. Çěнě почта йышăнаççĕ, сортлаççĕ, майлаççĕ, унтан подписчиксен маршручĕпе çула тухаççĕ. Йăнтăрчă ял çыннисене чылай çул  Раиса Касьяновна Воробьева хаçат-журналпа, çырусемпе, пенсии укçипе, переводсемпе, тĕрлĕ продукципе, сутлăх изданисемпе тивĕçтерет. 98 киле «Ял ĕçченĕ» те çитерсе парать. Район хаçатне тепĕр çур çулта та чакарас марччĕ тесе тăрăшать. Хальхи  вăхăтра çырăнтару тапхăрĕ пырать. «Ял ĕçченĕ» хаçата та  çитес çур çулшăн çырăнса илме пулать. Хакĕ 199 тенкě те 80 пус.



31 октября 2012
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter