Вăрнар районĕ: пахалăх паллине çухатмасăр

Республикăри чи пысăк агрохолдингсенчен пĕри – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ – йĕркеленнĕренпе 55 çул çитрĕ. Коллектив предприяти çуралнă кунне сумлă çитĕнÿпе кĕтсе илчĕ. Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне–2012» курав-конкурсра кунта туса кăларакан 10 продукцирен саккăрăшĕ призерсен йышне лекнĕ: ГОСТпа кăларнă «Докторская», «Молочная-копейка», «Докторская-копейка» пĕçернĕ, «Полтавская» çурма тĕтĕмленĕ кăлпассисем, чăн-чăн хупăллă ветчина – ылтăн, «Любимая» салями тата «Коррида» пастрома бронза медальсене тивĕçнĕ.

Чăн та, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ хăйĕн продукцине намăсланмасăр халăха сĕнме пултарать. Пахалăха иккĕмĕш плана хăварса укçа-тенкĕ хыççăн хăваламасть вăл – халăхăн сĕтелĕ çине тутлăхлă, пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци кăна вырнаçтăр тесе тăрăшать.

Хальхи вăхăтра магазин сентрисем кăлпасси изделийĕсемпе чăннипех пуян. Анчах, шел те, пур производителĕн таварне те пахалăхĕ енчен пĕр калăппа танлаштарма çук. Чылайăшĕ йÿнĕ хакпа илĕртет-ха, анчах «ăш-чикĕпе» халăх кăмăлне тивĕçтереймест вăл. «Эпир хамăр клиентсене улталама хăнăхман, пирĕн продукци çĕр проценчĕпех таса какайран, производствăра нимĕнле хутăшсемпе те усă курмастпăр», – çирĕплетет Вăрнарти аш-какай комбиначĕн производство начальникĕ Татьяна Михайлова.

Çакна тавар туянакансен кăмăлĕпе те çирĕплетмелле. Хамăр лавккасенче çеç мар, ют районсене тухсан е хулари магазинсене кĕрсен Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине – кăлпасси-и вăл е çурмафабрикат, тушенка е деликатес – мухтаса туяннине час-часах илтме пулать.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ – республикăри ертсе пыракан предприятисенчен пĕри – паян кăлпассисемпе деликатес изделийĕсен 119 тĕсне, 22 тĕрлĕ çурма фабрикат, тăхăр тĕрлĕ çăкăр-булка изделине, 12 тĕрлĕ консерва туса кăларать. Куллен ку ĕçре 280-ăн тимлеççĕ.

Хăйĕн продукцине аш-какай комбиначĕ пĕтĕмпех тин пуснă выльăхран хатĕрлет. Ăна, тĕпрен илсен, хăйĕн выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенчен кÿрсе килет е вырăнти ял хуçалăх производителĕсенчен туянать. Юлашки çулсенче комбинат сыснакомплексĕсен хăватне ÿстерчĕ: хамăр районта, çавăн пекех Йĕпреç тата Красноармейски районĕсенче. Мăйракаллă шултра выльăх отрасльне те аталантарнă – 1000 пуç вырнаçмалăх ĕне ферми хальхи вăхăтри чи çĕнĕ оборудованипе çирĕпленнĕ, пĕтĕм ĕçе информатика системи пурнăçлать.

Предприятин производство хăвачĕ палăрмаллипех ÿснĕ. Кашни кун 15–18 тонна çĕнĕ тавар «пиçсе» тухать, лавккасене ăсанать.

Юлашки çулсенче предприятин тĕп фондне çĕнетессипе, реконструкцилессипе пысăк ĕç пурнăçлаççĕ, цехсене йăлтах çĕнĕ оборудованипе çĕнетнĕ, хатĕр продукцие упрамалли склад уçнă. Аш-какай обвалкин цехĕ акă иккĕмĕш реконструкцие «чăтса ирттерет». Игорь Арсентьев пуçлăх дифференциллĕ çĕнĕ конвейерла лини производство хăватне 350 тонна таран ÿстерессине палăртрĕ. Енчен те паян пĕр выльăх тушкине пĕр çын майлать пулсан, çĕнĕ оборудовани умĕнче харăсах темиçе çын тăрĕ, кашни хăйĕн ĕçне пурнăçлĕ. «Çĕнĕ ĕç аллисем те кирлĕ пулĕç-ха», – терĕ цех пуçлăхĕ. Халĕ кунта обвальщиксемпе жиловщицăсем 23-ĕн вăй хураççĕ. Коллективра çамрăксем курăнкалаççĕ. Чылай çул ĕçлекенсем те пур, пуян опытлисенчен ертÿçĕ Владимир Матвеева, Валерий Багрова, Анатолий Егорова ырласа палăртрĕ.

Çурма фабрикатсен цехĕнче вырнаçтарнă оборудованисем те рабочисен ĕçне самаях çăмăллатнă. Чустана алăпа çăрасси, фарша алăпа хупласси темиçе çул каяллах пăрахăçа тухнă ĕнтĕ. Ку ĕçсене пĕтĕмпех ăслă автоматсем пурнăçлаççĕ. Фасовка автомачĕ акă сменăра 1200 пельмень хатĕрлесе кăларать. «Пилĕк çулта цехăн производство хăвачĕ 300 процент таран ÿсрĕ, – палăртать цех начальникĕ Альбина Ильинична Старостина. – Эпир пельменьсĕр пуçне катлетсем, сысна тата ĕне ашĕнчен борщ, шÿрпе, рагу наборĕсене туса кăларатпăр. Вĕсене пысăк пахалăхлă аш-какайран кăна хатĕрлетпĕр, пельменьсемпе катлетсене нимĕнле хушма хутăш та, ингридиентсене улăштаракан нимĕнле япаласем те ямастпăр».

Чăн та, аш-какай комбиначĕ производство хăватне ÿстерессипе чылай аталаннă. Кăлпассисене пĕçерекен комбинированнăй кăмакасем палăртнă программăпа ĕçлеççĕ, хăш издели мĕнле вăхăтра пиçессине, градуса, ыттине тĕп-тĕрĕс палăртать. Операторăн ăслă кăмака умĕнче «çывăрма» май та çук, ăслă техника кашни утăма çырса пырать.

Кăлпассисене сивĕтекен камерăсен хăватлăхĕ те пысăк. Енчен те малтан вĕсем кирлĕ градуса çитессе пĕр талăк кĕтме тивнĕ пулсан паян кăлпасси сортне кура çак ĕçе виçĕ сехет кăна каять. Каллех кашни продукци тĕлĕшпе – хăйĕн программа. Пахалăхне туллин сыхласа хăварас тĕллевпе изделисен сортне кура кăлпассисене сывлăшпа кăна е шыва аэрозоль мелĕпе сирпĕтнипе сивĕтеççĕ.

Кивĕ оборудованипе паян малалла кайма май çуккине агрохолдинг администрацийĕ аван ăнланать, çавăнпах ĕнтĕ цехсем çулсеренех çĕнĕрен те çĕнĕ технологи линийĕсемпе пуянланаççĕ. Вĕсем çынсен ĕçне çăмăллатаççĕ çеç мар, продукцисен пахалăхĕ çине те пысăк витĕм кÿреççĕ.

Чăваш экономикин административлă районĕн ял хуçалăх канашĕн хушăвĕпе 1957 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх тирпейлекен пункт никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ предприяти кун-çулĕн кашни таппи производство ÿсĕмĕпе палăрнă. Паян аш-какай комбиначĕ – республикăри апат-çимĕç промышленноçĕнчи чи аталаннă предприятисенчен пĕри. Унăн таса ашран хатĕрленĕ, çĕршыв, тĕнче шайĕнчи конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ продукцийĕ тахçанах хамăр республикăри «Санар» магазинсен сечĕсенче çеç мар, Раççейĕн чылай регионĕн рынокĕнче, вăл шутра Мускавра та, тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ.

С.Чикмякова



31 октября 2012
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter