Миттов - искусствăри чăвашлăх пуçаруçи

Çак кунсенче Наци библиотекин «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейинче Чăваш художникĕсен союзĕн членĕсен «Миттов тата паянхи кун» пĕрлехи куравĕ уçăлчĕ. Ăна паллă ÿнерçĕ Анатолий Миттов çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.

Мĕн калама пулать-ха асăннă ăста пирки? Вăл чăннипех чаплă живописец тата график пулнă. Миттов - Чăваш Ен профессионал искусствинче наци стильне йĕркелес ыйтăва хускатакансенчен тата ăна пурнăçа кĕртекенсенчен пĕри.

Вăл Канаш районĕнчи Сиккассинче 1932 çулхи раштавăн 13-мĕшĕнче çуралнă. Ялти шкул хыççăн Шупашкарти ÿнер училищинче /1947-1952/ пĕлÿ илнĕ. Ленинградри И.Е.Репин ячĕллĕ живопиç, скульптура, архитектура институтĕнче /1954-1961/ вĕреннĕ вăхăтра чăваш халăх йăли-йĕркипе кăсăкланма тытăннă. Диплом ĕçĕ - Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине илемлетсе тунă ÿкерчĕксем - Раççей Ÿнер академийĕн /Санкт-Петербург/ ăслăлăх тĕпчев музейĕнче упранать.

Тăван ене таврăнсан Анатолий Иванович И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче /халĕ университет/ преподавательте, Чăваш кĕнеке издательствинче ÿнерçĕре ĕçленĕ. Миттов 1971 çулхи юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Пĕр иккĕленмесĕрех çапла каламалла: Анатолий Миттов ĕçĕсем - чăваш искусствин ылтăн фончĕ.

Курав патне таврăнса çакна палăртмалла: унта Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ Праски Витти, Чăваш халăх художникĕ Владимир Агеев, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем Владислав Зотиков, Петр Пупин, Владимир Шведов, Валентин Федоров, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Василий Кузьмин, Сергей Блохин, Вагиз Камалетдинов тата ыттисем те хăйсен ĕçне тăратнă. Курав сумне Анатолий Миттовăн «Атăл çинчен калани» картини çĕклет.

Вернисажа уçнă май Антонина Мордвинова искусствовед ентешĕмĕрĕн пултарулăхне тивĕçлĕ хак парса ăна чăваш халăхĕн генийĕ терĕ. Третьяков галерейинче Миттовăн 33 ĕçĕ упранать. Унăн хăйне евĕрлĕ пултарулăхĕ ун хыççăнхи темиçе ăрăва хавхалантарса, вăй парса тăрĕ.

Шупашкарти ÿнер училищин директорĕ Владимир Ануфриев шухăшĕпе Анатолий Миттов - училище мухтавĕ. Чăваш художникĕсен союзĕн председателĕ Василий Кузьмин, Праски Витти ÿнерçĕ, Геннадий Иванов-Орков искусствовед, ÿнерçĕ шăллĕ Виталий Иванович Анатолий Миттов пирки ăшшăн аса илчĕç.

 Надежда СМИРНОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 октября 2012
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter