«Новэк» та эрех - кун йĕркинче каллех

Йышăннă мерăсем саккунлă каналсемпе саккунсăр эрехе сутлăха кăларассине пÿлнĕ пулин те ку енĕпе çивĕчлĕх çук тееймĕн. ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Йĕркелĕхе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ытлари кунхи ларăвĕнче çак шухăша палăртнă май республика ертÿçи Михаил Игнатьев пайăр цифра та асăнчĕ: кăçал Чăваш Енре тĕрлĕ суррогатпа 1165 çын наркăмăшланнă, вĕсенчен 143-шĕ - вилмеллех.

Михаил Васильевич хăй кăшт маларах Кÿкеçре пулнă май «Стандарт» ООО лавккине кĕрсе курнине аса илтерчĕ. Эрех ассортименчĕ - питĕ пысăк, анчах Чăваш Енре туса кăларакан шурă эрех пачах çук иккен. Градуслă шĕвекĕн пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ пур. Сăмах май, кайран ирттернĕ тĕрĕслев çав иккĕленĕве тÿрре кăларнă - унта сутлăхра саккунсăр эрех пулнине тупса палăртнă. Çавна май Михаил Игнатьев халăхпа ăнлантару ĕçне анлăн йĕркелемеллине палăртрĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков та çивĕч ыйтусем пуррине пытармарĕ. Республикăна эрехпе тивĕçтерес енĕпе 15 организаци ĕçлет, 3,5 пин лавккара 999 лицензиат эрех сутать. Эрех производствипе пĕр организаци çеç ĕçлет - «Росспиртпромăн» Шупашкарти шурă эрехпе ликер завочĕ. Кăçал унта 706 пин ытла декалитр шурă эрех кăларнă, çулталăк кăтартăвĕ 950 пин патнелле пулать-тĕр. ЧР Пуçлăхĕ аса илтернĕ тăрăх - «чи лайăх çулсенче те 800 пин декалитр пулнă». Урăхла каласан завод рынок ыйтнине тивĕçтерет. Алкоголь продукцийĕн акцизĕсем кăçал 344,5 млн тенкĕ тупăш кÿнĕ. Шел те, çак укçа кунта юлмасть. Юлаканни - патшалăх пошлини, 24,4 млн тенкĕ.

Министерство ытти тытăмпа алла-аллăн ĕçленĕ май Чăваш Енри 53 предприятире федерацин суя акциз маркиллĕ эрех тупса палăртнă. 330 литр суррогат, ăçта туса кăларни паллă мар 5,8 пине яхăн кĕленче эрех туртса илнĕ. Министр контрафакт паян лавккасенчен саккунсăр тата вăрттăн суту-илĕве куçнине палăртрĕ. «Такси системи» текен каналпа градуслă шĕвек нумай сутăнать. Урăхла каласан шăнкăравламалла та - такси эрехе киле килсех парать. Ларура çакна çирĕплетме хула урамĕсенче тупнă пĕлтерĕве те кăтартрĕç: телефон номерне палăртнă - шăнкăравласан талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те алкоголь продукцийĕпе тивĕçтерме хатĕр.

Алексей Табаков тĕлĕнмелли самант çинчен та каласа хăварчĕ. Саккунсăр эрех тупнă предприятисенчен лицензи туртса илме Арбитраж судне тавăç тăратнă, анчах суд çапла йышăну тумашкăн туртса илнĕ кĕленчесен шучĕ çителĕксĕр тесе министерство ыйтăвне тивĕçтермен иккен - çакнашкал темиçе тĕслĕх пулнă. «Апла тăк унашкаллисене мĕншĕн лицензи панă? - ыйту çуралчĕ ЧР Пуçлăхĕн. - Эсир саккуна пăсакансене лайăх пĕлетĕр вĕт...» Çийĕнчен паян эрехĕн республикăри потребитель рынокĕнчи контрафакт тÿпипе кăсăкланчĕ. «30% патнелле», - пулчĕ хурав. «Алкоголь рынокĕ криминаллă пулнă, халĕ та çаплах», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Çакна малалла сăмах илнисем те çирĕплетрĕç. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов кăçал эрехĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă 93 преступление тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Нумай пулмасть, сăмахран, Етĕрнери сĕт заводĕнче суя маркăллă 5,5 пин ытла кĕленче эрех туртса илнĕ. Спиртлă хутăшсене эмел, косметика препарачĕсем вырăнне хурса сутасси сарăлнă. Çавăнпах ШĔМ тивĕçлĕ саккун проектне хатĕрленĕ, ăна Патшалăх Канашне панă.

Алкоголь продукцийĕпе ĕçлекенсен ассоциацийĕн представителĕ сутлăхра кĕленчи 25-35 тенкĕ тăракан эрех пурри пирки каласа тĕлĕнтерчĕ. Тивĕçлĕ саккун пуррине кура унăн хакĕ лавккара халь 125 тенкĕрен кая пулмалла мар. Саккунсăр эрехе пула, унăн шухăшĕпе, республика çулталăкра 180 млн тенкĕ çухатать. Михаил Игнатьев налук çухатăвĕсĕр пуçне тĕрлĕ суррогат çынсен сывлăхне пысăк сиен кÿни çинчен каланă май хайхи çухату виçи чылай пысăкраххине палăртрĕ. Çавна май влаç алкоголь рынокĕнче йĕрке тăвас енĕпе малашне те çине тăрса ĕçлĕ.

Ларăвăн кун йĕркинчи тепĕр ыйту çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăрта ЖКХ тытăмĕн ĕç-хĕлĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтересси пулчĕ. Строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх - Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче халĕ те ăшă паман нумай хваттерлĕ çуртсем пур. Тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти управляющи компанисен «Коммуналлă технологисем» ОООна ăшă энергийĕшĕн тÿлемелли парăмĕсем пысăкки пăшăрхантарать. Уйрăмах химиксен хулинчи «Новэк» УК тĕлĕшпе лару-тăру çивĕч. Çавăнпа кăрлачăн 1-мĕшĕнчен хваттерсен хуçисем ăшăшăн ăна мар, тÿрремĕнех 5-мĕш ТГКна /Çĕнĕ Шупашкарта çуртсене унăн ТЭЦĕ ăшă парса тăрать/ тÿлеме пуçлĕç - çавăн пек йышăну тунă.

Министр республикăри управляющи компанисен 15% тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулни çинчен каларĕ. «Директорĕ чаплă «Мерседеспа» çÿрет, халăхран пухакан укçана вара ресурссемпе тивĕçтерекен организацие куçарса памасть - пĕр районта мана çапла та пĕлтернĕччĕ», - аса илтерчĕ Михаил Игнатьев. «Новэк» ыйтăвне вăл пайăррăн хускатрĕ. Унăн директорĕ Андрей Ющенко парăм ыйтăвне суд тишкернипе, компани хуçи республикăра пулнă май кунта инвестици хывасшăн пулнипе тÿрре тухма тăрсан ăна татăклăн пÿлчĕ: «Темиçешер çул судлашма пулать, анчах ку эсир пăхса тăракан çуртсенче пурăнакансене çăмăллăх кÿмĕ. Инвестици тетĕр-и? Юмах! Эсир кунта пĕр тенкĕ хывса вунă тенкĕ илсе каясшăн!»

Лару-тăру çивĕччине Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Игорь Калиниченко çирĕплетрĕ: «Новэк» паян хулари нумай хваттерлĕ çуртсен çурришĕн яваплă. Икĕ çурт çеç унăн «тыткăнĕнчен» тухма пултарнă, кĕçех тата иккĕшĕ урăх УКна куçĕ. Эпир «Новэкран» çав çуртсене пăхса тăнă унчченхи подряд организацийĕсенех хăварма ыйтрăмăр. Çук, улăштарчĕç. Çавна май опытлă специалистсем пулманнине кура пĕрремĕш опрессовка вăхăтĕнчех темиçе çуртра ăшă пăрăхĕсем çурăлчĕç...» Çавна май Чăваш Ен ертÿçи те тарăхăвне пытармарĕ: «Кун пирки икĕ çул калатăп ĕнтĕ - лав вырăнтах. Халăх митингсене тухасса кĕтетпĕр-и?!»

 

«Коммуналлă технологисем» ООО тĕлĕшпе те калаçу пулчĕ. Унăн гендиректорĕ Юрий Алексеев кредит илсе черетлĕ транш куçарнă хыççăн компанин ТГК-5 /унран ăшă энергине илсе нумай хутлă çуртсене парса тăрать/ умĕнчи парăмĕ 557 млн тенкĕпе танлашассине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмĕшле парăм виçи вара - 950 млн тенкĕ. ТГК умĕнчи парăма чÿк-раштав уйăхĕсенче татасшăн. «Панкрутлăх хăрушлăхĕ çук-и?» - тÿррĕнех ыйтрĕ Михаил Игнатьев. «Çук, пулман та», - пулчĕ хурав. «Ĕненесех килмест», - иккĕленчĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Шел те, ЖКХ тытăмĕнче çивĕчлĕх çуратакан предприятисем сахал мар. Çакна республика прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Щетинкин та палăртрĕ. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков УКсен ĕçĕ тивĕçтерменнине кура чылай çуртра пурăнакансем урăх управляющи компанисене куçма шут тыни çинчен каларĕ. Анчах çак ĕçре чăрмавсем тухса тăраççĕ. Сăмахран, çынсем «Деонран» «Инженер» УКна куçма йышăннă. Анчах унчченхи управляющи компани çуртсене вĕçертесшĕн мар иккен. Çавна май мэр хваттерсен хуçисем коммуналлă тÿлевсемшĕн икшер квитанци илес хăрушлăх пурри пирки асăрхаттарчĕ. «Шанăçа тÿрре кăларманнисем мĕншĕн каясшăн мар? - калаçăва тăсрĕ Михаил Игнатьев. - Эппин, хысна укçине вăрлама майсем пур, вĕсене çухатасшăн мар. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - ЖКХри пулăшу ĕçĕсене кÿресси тупăшлă бизнес шутланать».

Ларура сÿтсе явни, паллах, çилпе вĕçмĕ, çивĕч калаçу хыççăн тивĕçлĕ йышăнусем пулаççех-тĕр. Çакă ЖКХн кал-кал ĕçне йĕркелеме, çынсен хăтлăхне тивĕçтерме кирлĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 октября 2012
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter