Бюджет виççĕмĕш хут пысăкланать

Шăмат кун Министрсен Кабинечĕн черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Унта тишкернĕ тĕп ыйту республикăн 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013-2014 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Кабинет республика бюджечĕн тĕп параметрĕсене пысăклатассине ырларĕ.

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова улшăнусемпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен кăçалхи бюджет тупăшсемпе тăкаксем тĕлĕшпе 522 млн тенкĕлĕх пысăкланать. Хушăм - федераци бюджетĕнчен тата Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фондĕнчен килекен укçа шучĕпе.

Çав шутра 146 млн тенке яхăн - сывлăх сыхлавне çĕнетмелли регион программине пурнăçлама. Граждансен уйрăм категорийĕсен ЖКХри пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме, вĕсене эмелсемпе тивĕçтерме, çамрăк çемьесене, вăрçă ветеранĕсене хваттер пама та хушма укçа пулать. 99 млн тенкĕ ытларах - ял хуçалăхне тĕревлеме. Пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарма тата 140 млн тенкĕ ытларах яраççĕ.

Вĕренÿ объекчĕсен строительстви валли - 80 млн тенкĕ. Çав шутра - Куславккара тата Çĕмĕрлере çуртсене ача сачĕсем валли реконструкцилесси, Комсомольски районĕнчи Тукайри шкул çумне тĕртсе спортзалпа садик тăвасси, Елчĕкре ача сачĕ çĕклесси тата ыт.те. Çавăн пекех «Чăвашавтотранс» валли автобуссем туянмашкăн тата 11,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, вăрмансенчи пушарсене сÿнтермелли ятарлă техника валли уйăракан укçа та хушăнать.

Хăш-пĕр статьяпа маларах пăхнă укçа перекетленни палăрнă. Калăпăр, республикăн патшалăх гарантийĕсене тивĕçтермелли виçе перекетленнĕ. Çавăн пекех патшалăх парăмне тивĕçтерме те сахалрах укçа кайнă. Çавна май укçана ытти тĕллев валли ярĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулталăкăн тĕп финанс документĕнче общество укçипе тухăçлă усă курнăшăн хавхалантарса çак кунсенче федераци бюджетĕнчен уйăрнă 65 млн тенке шута илме сĕнчĕ. Сăмах май, ĕç тăвакан влаç органĕсем ăнăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш Ене панă хушма укçан пĕтĕмĕшле виçи кăçал 150 млн тенкĕпе танлашнă. «Пĕтĕмпе республика каялла тавăрса памалла мар майпа 780 млн тенкĕ илет, - терĕ Михаил Васильевич. - Япăх мар виçе. Федераци министерствисемпе аван ĕçленĕ. Япăх ĕçленĕ тĕк çак укçана илейместĕмĕр». Мускавпа аван ĕçленĕ тенĕрен - çакăн кăтартăвĕ чылай енĕпе палăрнă: çамрăк çемьесене пулăшма, «Земство тухтăрĕ» программăна пурнăçлама, ытти ĕç валли ытларах укçа илнĕ. Çапах пĕр отрасль тĕлĕшпе кăмăлсăрланмалли сăлтав пур. Сăмах - ял хуçалăхĕ пирки.

Унăн регион экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ программисене пурнăçлама уйăракан субсидисен виçи 257 млн яхăн тенкĕ чакнă. Федераци бюджетĕнчен маларах уйăрма палăртнă 283,9 млн тенкĕ вырăнне пĕтĕмпе те 27,1 млн тенкĕ парĕç. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов маларах укçа кирлĕ чухлĕ пулассине РФ Ял хуçалăх министерствинчен янă çырура çирĕплетни, тивĕçлĕ виçе уйăрасси пирки министерство сайтĕнче пĕлтерни çинчен каларĕ. Анчах вăхăт иртнĕ те - малтан шантарни тÿрре тухман. «Пире, ялти тавар туса кăларакана явап тыттарас терĕç пуль... - пăшăрханăвне пытармарĕ Михаил Игнатьев. - Кирлĕ чухлĕ укçа уйăрасси çинчен калаçса татăлнăччĕ, пирĕн программăсем тивĕçлĕ критерисемпе килĕшсе тăнине министерствăра çирĕплетнĕччĕ. Анчах кайран Чăваш Енри тавар туса кăларакансене пулăшусăр хăварма йышăннă. Ку - федераци министерствин прави...»

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсен строительстви валли уйăрнă укçапа туллин усă курайманни, çавна май укçана урăх тĕллевсем валли яма тивни çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. «Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче кунашкалли пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ. Строительство ĕçĕсене тăсса яма юрамасть. Вĕренÿ учрежденийĕсем - патшалăхăн социаллă объекчĕсем. Ĕçсене вăхăтра пурнăçламан строительство организацийĕсем тĕлĕшпе тивĕçлĕ санкцисемпе усă курăр», - терĕ вăл.

Михаил Игнатьев пухăннисен бюджет проекчĕ тĕлĕшпе ыйту-сĕнÿ пуррипе кăсăклансан тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков сăмах илчĕ. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне вăтамран 5 пин тенкĕлĕх ÿстерни пирки аса илтернĕ май вăл çитес çулхи ÿсĕме тивĕçтерес енĕпе хула бюджечĕ вăйсăрри пирки каларĕ - «республика пулăшмасăр вăй çитерейместпĕр...» Педагогсен кăна - 3,2 пин ставка, вĕсемсĕр пуçне тата 3,5 пин çын... Çук, республика Пуçлăхĕ хута кĕмерĕ. Каярахпа ку ыйту патне таврăнма пулчĕ-ха, çапах ĕç укçине ÿстерес енĕпе тĕп хулан хăйĕн çине тăмаллине палăртрĕ: «Çĕрпе тухăçсăр усă куракансем тĕлĕшпе санкцисемпе усă курăр - вун-вун, çĕр-çĕр млн тенкĕ тупăнĕ. Резервсене хăвăр патра шырамалла, калăпăр, управлени персоналне чакарса - эсир çак мелпе те туллин усă курман».

Улшăнусен ырланă проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕн тупăшĕсем 32,4 млрд тенкĕ ытларах пулаççĕ - малтан палăртнинчен 22,1% пысăкрах. Тăкаксем - 36,6 млрд тенкĕ ытларах, ÿсĕм 32,7%. Бюджет дефицичĕ - 4,2 млрд тенке яхăн. Ку - бюджетăн кăçалхи виççĕмĕш улшăнăвĕ. «Тăваттăмĕшĕ пулмасть», - терĕ Михаил Игнатьев кăçалхи бюджет пĕтĕмĕшле илсен ăнăçлă пурнăçланассине çирĕплетнĕ май.

Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 октября 2012
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter