Чăваш Ен Пуçлăхĕ Пĕтĕм Раççейри гражданла оборона тренировкисене халалланă канашлăва хутшăннă

Паян Чăван Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев гражданла хӳтĕлев ĕçĕсен ыйтăвĕсемпе федерацин ĕç тăвакан органĕсемпе, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсемпе тата  вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсемпе Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ  селекторла канашлăва хутшăннă. Ĕçе çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш, МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов кӳлĕннĕ. Канашлăва уçнă май çĕршывăн премьер-министрĕ паян ирхине 6 сехетре РФ  мĕн-пур регионĕсенче черезвычайлă лару-тăруран асăрханас енĕпе, еплерех хаттĕррине тĕрĕслес тĕллевпе, вĕрентӳ тапхăрĕ пуçланни çинчен пĕлтернĕ. «Кун йышши ятарлă тренировкăсене ирттерни питĕ усăллă. Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсене тата çутçанталăк инкекĕсенчен сыхланас енĕпе вăхăтра иформацие халăх патне илсе çитерни, пире вăхăтра ĕçе кирлĕ пек пурнăçлама пулăшать», - тенĕ Дмитрий Медведев. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа РФ гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн министрĕ Владимир Пучков калаçнă. Ятарласа палăртнă облаçсенче, республикăсенче вĕрентӳ тапхăрĕсене пысăк шайра ирттернине палăртнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Дмитрий Медведев гражданла оборона  енĕпе ирттерекен мероприятисене нуммай чухне ячĕшĕн çеç ирттерсе янине асăрхаттарса хăварнă. "Ахăртнех, енчен те пурнăçра инкек сиксе тухас пулсан, йывăрлăхсем самаях кулянтараççĕ. Çавăнпа та пирĕн инкек тухассинчен, яланах хатĕр пулмалла. Пирĕнтен çынсен пурнăçне çăлса хăварасси нуммай килет. Ăçта тренировкăсене çирĕп ирттереççĕ, унта инкеке лекекенсен шучĕ сахал", - палăртнă Раççейĕн премьер-министрĕ Дмитрий Медведев. Юлашкинчен пухăннисене, гражданла оборона системине ĕçлеттерсе янăранпа 80 çул çитнĕ май, çак паллă кунпа саламланă. Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Енре иртекен тренировкăсем икĕ пайран тăраççĕ. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче граждăнла оборона системине 80 çул çитнине халалласа, республикăра уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Вăл кун тĕрлĕ куравсем пулĕç тата ветерансемпе тĕл пулусем иртĕç.    



04 октября 2012
16:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter