Бюджет проекчĕ хатĕр

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ черетсĕр ларура Министрсен Кабинечĕ республикăн 2013 çулхи, планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерчĕ.

Тĕп ыйтупа тунă докладра вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков Раççейĕн çитес çулхи бюджетне икĕ вариантпа хатĕрленине палăртрĕ. Пĕринче çĕр-шывăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 3,7% танлашакан ÿсĕмне тĕпе хунă, тепринче - 0,5%. Çакă Европăра кризис пулăмĕсем алхаснипе, çĕр-шывра хайхи пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕн ÿсĕмĕ чакнипе сăлтавланнă. Паллах, республика бюджечĕн проектне хатĕрленĕ чух та çак самантсене шута илнĕ.

Çапла вара çитес çулхи бюджетăн тупăш пайне 29,9 млрд тенкĕ ытларах палăртма сĕннĕ. Кăçалхипе танлаштарсан ку виçе 23% пысăкланать. Тăкаксем - 30,9 млрд тенкĕ ытларах /17,6% хушăннă/. Михаил Геннадьевич çак виçесенче республика тупăшĕ пысăкланассине тĕпе хуни çинчен каларĕ. 14-мĕш çулта тупăшсемпе тăкаксен калăпăшĕ кăшт пĕчĕкленмелле - 28,5 тата 29,8 млрд тенкĕ ытларах. 15-мĕш çул валли сĕнекен виçесем - 31 тата 32 млрд тенке яхăн.

Министр налуксем тĕлĕшпе хăш-пĕр улшăну пулассине палăртрĕ. Вĕсен муниципалитетсенче, ял тăрăхĕсенче юлакан пайĕ пысăкланать. Калăпăр, пĕрлехи ял хуçалăх налукĕ вырăнсенчи бюджетсен тупăш пайне çирĕплетĕ. Пĕр сăмахпа, муниципалитетсен хăйсен тупăшĕсем ÿсмелле. Апла пулин те вĕсене республика бюджетĕнчен пулăшасси пирки манман.

Çитес çулхи бюджет пирки «социаллă» тени вырăнлă. Социаллă сфера, культура, çавнашкал ытти отрасль валли каякан тÿпе 68% урлă та каçать. Кăçал çак кăтарту 67,7% пулнă, пĕлтĕр - 62% ытларах. 14-15-мĕш çулсенче хайхи «социалка» тÿпи татах пысăкланмалла.

Тепĕр тесен çул-йĕр фондне, коммуналлă хуçалăхпа çурт-йĕр строительствине, ытти сферăна тĕрев парасси те вăйланĕ. Хăш-пĕр ĕçпе çыхăннă кăтартусем пĕчĕкленни пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ пайăррăн чарăнса тăчĕ: «Çапла, хăш-пĕр енĕпе сахалрах пек. Анчах Мускав паракан инвестицисен виçисем çитес çул пуçламăшĕнче çеç паллă пулаççĕ. Çавăнпа та вĕсем патне каярахпа тепĕр хут таврăнăпăр».

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ача сачĕсен строительствипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ те - Михаил Игнатьев ку ыйтупа нумай калаçтармарĕ: «Тĕп хулан ресурссем пур. Çĕрпе усă курас тĕлĕшпе йĕрке тăвăр! Унта укçа нумай тупма пулать...»

Физкультурăпа спорт объекчĕсем валли бюджетран самай пысăк укçа уйăрнине кура Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков Шупашкарта тума палăртнă маунтинбайк центрĕ мĕн хака ларассипе кăсăкланчĕ, унăн кирлĕлĕхĕ пирки иккĕленчĕ: «Паллă спортсменсем кунта мар, таçта Испанире хатĕрленеççĕ. Пирĕн патра çулталăкăн çурри - хĕл...» Спорт министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх - центр 400 млн тенке яхăн ларĕ. Укçан çурри - федерацин, тепĕр çурри - Чăваш Енĕн. Çакна илтсен Михаил Игнатьев ăна тÿрех пÿлчĕ: «Эсир мĕнпе итленĕ? Виталий Мутко шайлашу урăхла пуласса шантарчĕ вĕт - 90х10». Урăхла каласан укçан 10% çеç Чăваш Ен хывĕ. Михаил Васильевич унта çĕр-шыври маунтинбайк ăстисем хатĕрленессине палăртрĕ, çавна май хушма укçа пулĕ. Пĕтĕмпе вара тĕп хулан хайхи центр пулмалли территорине /«Шупашкар: 500 çул» парк таврашĕнче/ аталантарма 7 млрд тенкĕ ытла хывмалла. Маунтинбайк центрĕ универсаллă объект пулĕ - чăн-чăн физкультурăпа спорт комплексĕ. Кĕскен калас тăк - пушă лармĕ, усă кÿрĕ.

ЧР Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджетне çирĕплетесси тавлаштармарĕ. Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богдановăран чирлĕ çынсем больницăна кайсан тăкаксен хăш пайне хăйсем саплаштарни пирки ыйтрĕ. Татьяна Геннадьевна каланă тăрăх - çулталăк вĕçленнĕ тĕле чылай чир тĕлĕшпе патшалăх стандарчĕсене тÿлевсĕр тивĕçтермелли йĕркене вăя кĕртсе çитересшĕн. Михаил Васильевич ку енĕпе медицинăра пуçлăхсен йышне чакарса укçа перекетленин усси пуррине палăртрĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйтупа та финанс министрĕ сăмах илчĕ. Вăл Раççей шайĕнче федерацин бюджет учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне 6% ÿстернĕ май республика бюджечĕн шучĕпе тытса тăракан патшалăх учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕç укçине те юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак виçелĕх пысăклатма йышăннине пĕлтерчĕ.

«Черетлĕ ÿсĕм хăçан пулĕ?» - интересленчĕ Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов. «Çитес çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен - 5,5%», - пулчĕ хурав. Çапла каланă май финанс министрĕ ÿсĕм ытла та пĕчĕккине, 2018 çул тĕлне бюджет ĕçченĕсен шалăвне регионти экономикăри вăтам ĕç укçипе танлаштармаллипе ниепле те килĕшсе тăманнине хăй те туйрĕ пулас та - хушса хучĕ: «Тивĕçлĕ йышăну тăвăпăр».

 Николай КОНОВАЛОВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 октября 2012
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter