Чăваш Ен аталанăвĕшĕн

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова Чăваш Ене кашни килмессерен республика ертÿлĕхĕпе тĕл пулать, тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Журналистсемпе те курнăçать. Чăваш Енĕн малашнехи аталанăвĕ, РФ Патшалăх Думинче тепĕр комитет йĕркелени, аслă шкулсене пĕрлештерни, паянхи çамрăксем кĕнеке вулама юратманни, вĕренÿ пирки калакан саккуна сÿтсе явни... Тĕпрен илсен çак тата ытти самант пирки Алена Игоревна мĕн шухăшланине пĕлесшĕн пулчĕç массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем ĕнер Пичет çуртĕнче депутатпа йĕркеленĕ тĕл пулура.

- Чăваш Ене тăтăшах килсе çÿретĕр. Çак çул çÿревсем пирки мĕн калама пултаратăр: вĕсем сирĕншĕн чи малтан тивĕç-и е çапах та кăмăл туртăмĕ-и?

- Паллах, кунта килсе çÿресси - манăн тивĕç. Эпĕ депутат, Чăваш Ен интересĕсене хÿтĕлетĕп. Çав хушăрах ку маншăн - кăмăл туртăмĕ те. Республикăра мана чăнласах та килĕшет. Кунта юлташсем те тупрăм. Урăхла каласан эпĕ çапла майпа усăллипе кăмăллине тĕл килтеретĕп.

- Калăр-ха, эсир республикăна çак тапхăрта мĕн чухлĕ усă кÿтĕр? Ку енĕпе тата мĕнле программăна хутшăнма палăртатăр?

- Пĕтĕмлетÿ тума иртерех-ха. Çапах та хам ку республикăна хумхантаракан темиçе ыйтăва татса парас ĕçе хутшăннине пĕлтерме пултаратăп. Эпĕ Чăваш Ен умĕнче тăракан тĕллевсем пирки лайăх пĕлетĕп. Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленесси, Пăр керменне хута ярасси... Çак ĕçсене пурнăçламашкăн федераци укçи-тенкине те явăçтарасшăн. Республика Пуçлăхĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн тата Министрсен Кабинечĕн ертÿçисем мана кунти лару-тăрупа паллаштарсах тăраççĕ, çавăнпа хамăн хăш енĕпе ытларах тăрăшмаллине асрах тытатăп. Хальхи вăхăтра федераци бюджетне мĕн-мĕн кĕртессине палăртас енĕпе тавлашусем пыраççĕ. Çавăнпа та хамран мĕн килнине йăлтах тăвăп. Хам пирки хастар çын теме пултаратăп, маншăн хупă алăксем çук тесе шухăшлатăп.

- Эсир Чăваш Енри лару-тăрăва лайăх пĕлни сисĕнет. Мĕнле шухăшлатăр, инвесторсене явăçтарас тесен пирĕн хăш кластерсене аталантармалла?

- Кашни регионах инвесторсене явăçтарма тăрăшать. Эпир пурте ăнланатпăр ĕнтĕ: ют çĕр-шывсенчен килекенсене Мускав хулине е облаçне укçа-тенкĕ хывма çăмăлрах, мĕншĕн тесен вĕсем çывăхра, унта чиновник нумай т.ыт.те. Çапах та паянхи кун Ульяновск облаçĕ инвестицисене явăçтармашкăн чи илĕртÿллĕ регион шутланать.

Ку енĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева та ăнăçу сунатăп, мĕншĕн тесен вăл ĕçлеме пултарнине куратăп. Эпĕ асăрханă тăрăх Чăваш Республикинче электротехника кластерне аталантарма тăрăшаççĕ. Кунта инвестицисем валли чăнласах та лайăх климат йĕркеленнĕ. Çакна чылайăшĕ лайăх пĕлет, çавăнпа Чăваш Ене килме чĕнсен нумайăшĕ хирĕçлемест. Тепĕр енчен пăхсан вара эпĕ электротехника кластерĕпе çеç çырлахман пулăттăм. Кунта ытти сферăна аталантарма та майсем пур. Лайăххин чикки çук.

- Алена Игоревна, эсир çамрăксен организацийĕсен ертÿçисемпе, студентсемпе тăтăшах тĕл пулатăр. Чăваш пикисемпе каччисем пирки мĕн калама пултаратăр? Вĕсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртчĕр тесен пирĕн мĕн тумалла?

- Ытти çĕрти пекех, Чăваш Енри çамрăксем те тĕрлĕрен. Пĕрисем питĕ пултаруллă. Вĕсем карьера тума тăрăшаççĕ, республика Пуçлăхĕн Администрацийĕнче е тата урăх çĕрте ĕçлеççĕ. Ку ушкăнрисем республика аталанăвĕшĕн мĕн те пулин усăллине тăвассишĕн çунаççĕ. Хăйсене федераци шайĕнче тĕрĕслесе пăхас текенсем те пур. Çакăн пек хĕрсемпе каччăсене малалла вĕренме, аталанма, информаципе туллин усă курма тата ытларах майсем туса памалла. Çамрăксен тепĕр тĕрлĕ ушкăнĕ те пур: вĕсем лайăхрах пурăнма ĕмĕтленеççĕ, анчах тĕллевне мĕнле пурнăçламаллине пĕлмеççĕ. Вĕсенче пирĕн кăсăклану çуратма тăрăшмалла, тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшмалла.

- Халĕ чылай регионра аслă шкулсене пĕрлештереççĕ. Çакă пирĕн республикăна та пырса тивмĕ-ши?

- Ку енĕпе РФ Вĕренÿ министерствинче ĕç комиссийĕ туса хунă. Вăл асăннă процесăн мониторингне туса пырĕ. Чи малтан, паллах, тухăçсăр ĕçлекен аслă шкулсене пĕрлештереççĕ. Анчах çав заведенисенчи пĕр преподаватель те ĕçсĕр юлмасть, пĕр студент та вĕренме пăрахмасть. Ку реформа Чăваш Ене пырса тивмелле мар.

- РФ Патшалăх Думинче массăллă информаци хатĕрĕсен комитетне туса хучĕç. Ун пирки тата ертÿçи Алексей Митрофанов пирки сирĕн шухăшăра пĕлес килет.

- Çакнашкал комитет кирлехчĕ, çитменнине - маларах ун пекки пулнă. Эпĕ унта лекме тăрăшман, мĕншĕн тесен комитетсенче çав ыйтусене лайăх пĕлекен çынсем ĕçлемелле. Митрофанов пирки нимех те калаймастăп, чи кирли - вăл хăйĕн тивĕçĕсене лайăх пурнăçласа пытăрччĕ. МИХсен комитечĕн ĕçне эсир те витĕм кÿме пултаратăр. Сирĕн сĕнÿсене йышăнма тата вĕсене кирлĕ çĕре çитерме эпĕ яланах хатĕр.

Ирина СЕМЕНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
04 октября 2012
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter