Тăвай районĕ: райбольницăра тĕп юсав ĕçĕсем

Иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ районти тĕп больницăра тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Юсав тумалли конкурса Шупашкарти тулли мар яваплăхлă «Умелец» общество выляса илнĕ. Паянхи куна поликлиникăпа стационар тăррине керамзитпа ăшă тытакан материал çийĕн цемент растворĕ сарнă. Ун çине ку чухнехи çĕнĕ йышши стройматериал – геотекстил тата ПВХ мембрана сараççĕ. Мембрана шыв ямасть, сивĕ кĕртмест, шалти ăшша кăлармасть. Çурт çивиттийĕ çине тухакан вентиляци шахтисен вĕçĕсене йăлт çĕнĕрен купаланă. Куллен 25–30 яхăн çын тăрăшать юсавра. Виçĕм кун Эдуард Комиссаровпа Павел Карлин Швейцарире туса кăларнă «Варимат» аппаратпа мембранăна хĕртсе çĕвĕсенчен çыпăçтаратчĕç. Паян-ыран вĕçлетпĕр тесе тăратчĕç вĕсем реанимаципе операци блокĕн тăррине. Ĕнер вара çанталăк пăсăлчĕ те çурт тăррине витекенсен каллех ĕç чарăнса ларчĕ. Аппарата йĕпетме юрамасть, юрăхсăра тухать. Халиччен çурт тăрринчи çумăр, юр шывĕ йăлт стенасене йĕпетсе тăнă пулсан, малашне çивитти тăрринчен шыв анмалли пăрăхсене пăрланса ларасран энергипе ирĕлтермелле тăваççĕ. Больницăра – ĕç шавĕ. Пĕрисем 3-мĕш хутра урайне бетон сараççĕ, хĕрарăмсем стенасене шпаклевка тăваççĕ, виççĕмĕшсем штукатуркăна ватса шыв, канализаци пăрăхĕсене кăларса илеççĕ. Вĕсене йăлтах ылмаштарма пăхнă. Ку этажăн пĕр енчи чÿречесене пластикпа ылмаштарса тухнă. Ача-пăча уйрăмĕн стационарĕпе хирурги уйрăмĕсĕр пуçне (вĕсенче юсав 1–2 çул каялла кăна иртнĕ) чÿречесемпе алăксем йăлт çĕннисем пулĕç. Çавăн пекех электропроводкăна та ылмаштарасшăн. Çак ĕçсене йăлтах тулли мар яваплăхлă «Гефест» общество (Канашран) пурнăçлать. Унта Тăвай çыннисем те тăрăшаççĕ. Сăмахран, ăшă системи, канализаци тăвас ĕçре пуян опыт пухнă Валерий Фадеевпа ăна пулăшакансем. Уйăрнă укçа-тенкĕ (пĕтĕмпе 29140500 тенкĕ) çителĕксĕррипе хальлĕхе хутса ăшăтакан системăна тĕкĕнмеççĕ. Пĕтĕм ĕçе Владимир Анисимов прорабпа Андрей Иванов мастер йĕркелесе пыраççĕ. Пахалăхне «Стройконтроль» ОООн техника надзорĕн инспекторĕ А.Якимов куллен тĕрĕслесе тăрать. Район больницин тĕп врачĕ Н.Бурдасова каланă тăрăх, юсав ĕçĕсене Çĕнĕ çул тĕлне вĕçлеме палăртнă. Юсав вĕçленсен, стационарта ĕç вырăнĕсем тĕлĕшпе улшăнусем пулма пултараççĕ. Çапла ача-пăча стационарĕ 3-мĕш хутра вырăн тупĕ, ун вырăнне УЗИ, ЭКГ, физиотерапи кабинечĕсем куçĕç. Хĕрарăмсен консультацийĕн кабинетне те унччен ача çуратакан уйрăм пулнă вырăна куçарасшăн.



05 октября 2012
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter