Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Вĕрентекен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв чăннипех халăх уявĕ пулса тăчĕ. Пиртен кашниех шкулта вĕреннĕ çулсене ăшшăн, юратса аса илет, хамăра тарăн пĕлÿ парас тесе ырми-канми тăрăшнă тата яланах пулăшса пынă хисеплĕ вĕрентекенсене чунтан тав тăвать. «Вĕрентекен ĕçĕ – çиелтен пăхсан питех курăнманскер – историн аслăран та аслă ĕçĕçсенчен пĕри», – тесе палăртнă паллă вырăс педагогĕ Константин Ушинский. Вĕрентекенсем хăйсен вĕренекенĕсене нимрен те хаклă пĕлĕве ăша хывма пулăшаççĕ, вĕсене ырă чунлă пулма, çут çанталăка юратма, тăван çĕр ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вĕрентсе çитĕнтреççĕ. Чăваш Енре вĕренÿ тытăмне малалла аталантармалли мĕн пур майсене туса хунă. Республикăри педагогсен пĕтĕм йышĕ тĕнчери, федераци тата республика шайĕнчи проектсемпе программăсем тăрăх вĕренсе пĕлĕвне çирĕплетнĕ. Шкулсенче хальхи информаци технологийĕсем хастарлăн ĕçе кĕреççĕ.Çаксем пурте «пурнăçри тăтăш вĕренÿ» принципа пурнăçа кĕртме тата шкул ачисен социаллă пурнăçри, право ĕçĕнчи, экономикăри компетенцийĕсене туллин йĕркелеме пулăшаççĕ. 2012 çулта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма çĕнетме, çĕнĕ шкулсем тата ача сачĕсем тума 2,3 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ янă. Çакă вĕрентекенсен тата ытти педагогика ĕçченĕн ĕç укçине ÿстерме, республикăри кашни виççĕмĕш шкулах тĕпрен юсаса çĕнетме, хатĕр-хĕтĕр туянма, пушар-хурал ĕçĕн çĕнĕ тытăмĕсене вырнаçтарма май туса пачĕ. Чăваш Енри хуласемпе районсенче виçĕ çĕнĕ шкул тăвас ĕç вĕçленсе пырать. 5 çĕнĕ ача сачĕ туса хута янă, çулталăк вĕçлениччен вара тата 1980 вырăнлăх 11 ача садне ĕçе кĕртме палăртатпăр. Республикăри вĕрентекенсем хăйсен ĕç кăтартăвĕсемпе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ. Вĕсен вĕренекенĕсем Пĕтĕм Раççейри тата тĕнчери олимпиадăсенче тăтăшах малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, çĕр-шыври паллă аслă шкулсене вĕренме кĕрекен çамрăксен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. Чăваш Ен педагогĕсем халиччен тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларас çуккине çирĕп шанса тăратăп. Çĕр-шывăн тивĕçлĕ гражданĕсен пĕр ăрăвне кăна мар вĕрентсе ÿстернĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсене уйрăммăн тав тăватăп. Мĕн пур вĕрентекене çирĕп сывлăх, пултарулăхра çитĕнÿсем, ăслă та пархатарлă вĕренекенсем, ырлăхпа телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                               М.Игнатьев



05 октября 2012
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter