Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче Вĕрентекен кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятие хутшăннă

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче пулнă. Вĕрентекен кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятие хутшăннă. Районти культура çуртĕнче республика Пуçлăхне  районти шкулсем çинчен хатĕрленĕ куравпа паллаштарнă. Çĕрпӳ районĕнче 17 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учреждени, вĕсенче  - 3392 ача пĕлӳ илет, 275 вĕрентекен ĕçлет. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче учительсем ачасене пурнăç çулне суйласа илме пулăшнине палăртнă. «Эсир ачасене харпăрхăй тĕллĕн шутлама, кирлĕ пек йышăнусем тума, хăйсем пурăнакан çуртсемшĕн, урамсемшĕн, республикăшăн пĕтĕмĕшле çĕр-шывшăн яваплăх туйма вĕрентетĕр. Республика, Раççей пуласлăхĕ - эсир мĕнле вĕрентнинчен нуммай килет», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Паян республикăра вĕрентӳ системинче 21 пине яхăн педагогика ĕçченĕ вăй хурать. Вĕсем хушшинче тава тивĕçлĕ ĕçченсем те сахал мар. Çулсеренех 40% яхăн Чăваш Енри учительсем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнаççĕ, Хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерессишĕн тăрăшаççĕ», - çирĕплетнĕ республика Пуçлăхĕ. Çĕрпӳ районĕн врентекенĕсене ĕçре маттуррисене, вĕрентÿ ĕçĕнче палăрнисене Михаил Игнатьев Патшалăх наградисемпе чысланă. Чернобыль аварине сирсе яма хутшăннă Анатолий Матросова çурт-йĕр илме пулăшакан сертификата панă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрне  Владимир Иванова тата Çĕрпӳ районĕн пуçлăхне Татьяна Кузьминана ятарлă парне – Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ сехет парнеленĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев Опытный поселокĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта математикăпа вĕрентекен çамрăк специалиста Ирина Ивановăна ноутбук парса хавхалантарнă.

 



05 октября 2012
18:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter