Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çурт-йĕрсем валли уйăрнă çĕрсемпе вăхăтра усă курмасан, республика хăй çине илсе нумай ачаллă çемьесене парса тивĕçтерме тата пĕчĕк бюджетлă хваттерсем тума хатĕр»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕчĕк хутлă çурт объекчĕсене валли уйăрнă çĕрсемпе епле усă курни ыйтупа, ятарлă канашлу ирттернĕ. Канашлăва пухăниччен малтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Иван Моторинпа Чăваш Республикин стороительство министрĕ Владимир Громов Шупашкарта «Серебряный» коттедж поселокне çĕклесе лартма ятарлă уйăрнă вырăнсене çитсе килнĕ. Строительство ĕçĕсене пурнăçлаканĕ «СУОР» тулли мар яваплă общество. Тепĕр палăртнă вырăн - «Тихая Слобода» коттедж поселокĕ, ăна тăваканĕ - «Отделфинстрой» тулли мар яваплă общество. Канашлура хăйĕн  пуçламĕш сăмахĕнче Михаил Игнатьев çурт-йĕр тăвасси–патшалăх политикин приоритетлă тĕллевĕ пулнине палăртнă. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2020-мĕш çулччен Раççейре пурăнакан, пурăнмалли çурт-йĕр услвийĕсене лайăхлатма 60% яхăн черетре тăракан çемьесене, хăтлă çуртсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство енĕпе ĕçлекен организацисен ертӳçисене пĕчĕк бюджетлă, сахал хутлă  çуртсем хута яма, пысăк  калăпăшлă программа пуçланасси пирки пĕлтернĕ. Ăна пурнăçа кĕртме тĕрлĕ бюджет çăлкуçĕсенчен 620 миллиарда яхăн укçа пăхса хăварнă. «Çитес çулта, хальхи технологипе килĕшсе тăракан йӳнĕ бюджетлă çуртсене хута ярас тесессĕн, çак программăпа пирĕн çине тăрсах ĕçлемелле», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Громов 2007-мĕш çултан пуçласа кăçалхи çулăн авăн уйăхĕччен çурт-йĕрсем тума, ялсен чиккисене палăртнă çĕрте  30 çĕр лаптăкĕнче  пурĕ 793 гектарлăх çĕр уйăрса хăварннине пĕлтернĕ. Харпăрхăй тĕллĕн çурт лартас текенсем – 28, нуммай хутлă çурт хăпартса лартма икĕ çĕр вырăнĕ уйăрнă. Вĕсем: Канаш хулинче, тепри Муркаш салинче. Населени пункчĕсене кĕрекен чикĕсенчи çĕр лаптăкĕсем ытларах Шупашкар районĕнче. Вĕсен шучĕ вун çичче те çитнĕ. Республика Пуçлăхĕ ытларах кăлтăклă вырăнти ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Паллах, Чăваш Ен Правительстви, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсем палăртса хунă проектсем пурнăçа кĕччĕр тесе пĕтĕмпех мĕн кирлине пурнăçланă. Хăшĕ пĕрисем нимĕн шикленмесĕрех, тӳрĕ кăмăллă строительство организацийĕсем, хăйсен пуçаруллăхĕпе çуртсем тăваççĕ, çав вăхăтрах, теприсем – паянхи куна çурт тăвасси çинчен шутлама та тытăнман. «Хăй вăхăтчĕнче, эсир, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, хула çурт-йĕрĕн Канашĕнче хăвăрăн проектусене хӳтĕленĕ. Çуртсем тума хатĕрри çинчен çирĕплетнĕ. Çитменнине тата пысăк яваплăх илнĕ. Паян вара, пуçламĕш тапхăртах, хăвăр ĕçлеме пултарайманнине çирĕплететĕр. Мĕншĕн?», - тесе ыйтнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ строительство енĕпе ĕçлекен, хăйсем çине яваплăх илнĕ ертӳçĕсенчен. Канашлăва хутшăннă пĕр ертӳçĕ строитель те республика Пуçлăхне хăйсен йăнăшĕсем, сăлтавĕсем çинчен ăнлантарса парайман. «Эсир, илнĕ çĕр лаптăкĕсене, кама та пулин хаклăрах хакпа сутса ярассишĕн тăрмашатăр пулĕ-ха. Анчах кăлăхах. Кун çинчен Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртса хăварнă. Çĕрсемпе тĕллевлĕ усă курмасан, ку енĕпе йĕрке  пулассине кĕтсех тăрăр. Тĕлли-паллисĕр сапаласа пĕтернĕ вăхăтсем иртсе кайнă. Кам та пулин, çак кĕске вăхăтрах çуртсем тума пуçламасан, вĕсен çĕрĕсене нуммай ачаллă çемьесене валли е тата пĕчĕк бюджетлă хваттерсем хута яма хатĕлесе çитерĕпĕр», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă  тӳрĕ кăмăллă мар строительсене, калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.     



05 октября 2012
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter