Яваплăха туймасăр çурт-йĕр çĕкленеймĕ

Ĕнер Правительство çуртĕнче сахал хутлă çуртсен поселокĕсем тума уйăракан çĕрпе строительство организацийĕсем епле усă курни пирки калаçрĕç.

Канашлу умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алек­­сей Ладыков журналистсемпе пĕрле тĕп хулан “Заовражный” микрорайонĕнчи “Серебряный” коттедж поселокĕ пулмалли вырăна çитсе ĕç-пуç мĕнле пынипе паллашрĕç. Лаптăка бульдозерпа хырса тикĕсленĕ. Çуртсем тума тытăнмалла çеç. Укçа-тенкĕ çителĕ­­к­­­­лĕ, ĕç вăйĕ, материал пур, анчах ура хуракан ыйту татăлман. “Ĕçе пуçăнма ирĕк парасса кĕтетпĕр. Чăрмав хыçа юлсанах тытăнатпăр”, - тет “СУОР” ООО генеральнăй директорĕ Владимир Ермолаев. Владимир Федорович çулталăк хушшинчех 8 урамран тăракан поселокра 250 коттедж ÿссе ларасса шантарать.

Тĕп хуламăр çумĕнчех “Чандрово” - “Тихая Слобода” коттедж поселокĕн проекчĕ пурнăçа кĕрет.

Канашлăва вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.

- Çынсем хваттер черетĕнче вун-вун çул тăрса пурнăç услови­­йĕ­­сене лайăхлатаймаççĕ. Çакăн пек çемье республикăра 75 пин ытла. Çурт-йĕр программи вĕсене пулăшас тĕллевлĕ, - терĕ Михаил Васильевич.

Унтан хăш-пĕр цифрăпа паллаштарчĕ. Кăçал кăрлач-çурла уйăхĕсенче 17 млрд та 214,5 млн тенкĕлĕх çурт-йĕр тунă. Ку пĕлтĕ­­р­­хи çак тапхăртин 105,7 проценчĕпе танлашать, Раççейре - 103,2%. 400 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли лаптăк хута кайнă /105,6%/.

Михаил Игнатьев строительство организацийĕсене кăтартусемпе пĕрле ĕç тухăçлăхне ÿстерме шалти резервсене шырама сĕнчĕ. Пирĕн строительсем ытти хулапа региона ĕç шырама тухса ан кайччăр, кунтах çавăн чухлех укçа ĕçлесе илме пултарччăр тесе условисене лайăхлатмалла терĕ. Çурт-йĕр тăвакансен хăш-пĕр условине пăхăнмаллине палăртрĕ. Чи малтанах çĕр патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕ пулмалла. Банксен кредитсене 10 çуллăха памалла.

 

 

 

 

Çуртăн кашни тăваткал метрĕн хакĕ регионти вăтам хакран 20% пĕчĕкрех пулмалла. Çурт-йĕр тăвакан ăна муниципалитетпа тата ЧР Министрсен Кабинечĕн уполномоченнăй органĕпе килĕшсе татăлнă хыççăн сутма пултарать. Халĕчченхи строительство материалĕсемпе /тимĕр-бетон, панель, кирпĕч.../ сахалрах, энерги перекетлекен çĕнĕ йышшисемпе ытларах усă курмалла.

Программăна пурнăçа кĕртни хваттер черетне, ĕçсĕрлĕхе чакарма, çав вăхăтрах инвесторсене илĕртме май парать.

Владимир Громов министр, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров çурт-йĕр тăвасси, ун валли уйăракан çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курни пирки каланине итлесен Михаил Игнатьев шухăша кайрĕ. Коттедж поселокĕсем тăвассипе строительство организацийĕсем çителĕксĕр ĕçлеççĕ, графикран юлаççĕ, яваплăха туймаççĕ, ĕç хăвăртлăхĕ пĕчĕк.

Шупашкар районĕнчи Çĕньялта, Вăрманкасра, Чаканарта вуçех те тытăнман. Çурт çĕкленес вырăнне çум курăк ашкăрать. “Ĕç-хĕл малашне те çаплах пырсан çĕре республика харпăрлăхне куçарасси пирки шухăшлăпăр”, - терĕ Михаил Игнатьев.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter