Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5№-лĕ гимназире Вĕрентекенсен кунне халалласа ирттернĕ футбол турнирне хутшăннă

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 5№-лĕ  гимназире Вĕрентекенсен кунне халалласа ирттернĕ футбол турнирне хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче вĕренткенсене, ашшĕ-амăшĕсене Учительсен кунĕ ячĕпе саламланă. Вăсенчен кашниех хăйсен ачисен вĕрентекенĕ шутланать. Гимназире 5-мĕш классем хушшинче иртнĕ футбол чемпионачĕн çĕнтерӳçисене наградăсем парса чысланă. Хыççăн гимназийĕн футбол уйĕнче çивĕч ăмăртусем пуçланнă. Вăйăсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн команди, гимназире вĕренекенсен ушкăнĕ, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен туслă команди, Шупашкар хула администрацийĕн футболисчĕсем тупăшнă.  Хĕрӳ тупăшура, çурма финал вăййисене гимназистсем тата вĕсен ашшĕ-амăшăсен ушкăнисем тухнă. Турнирта мала тухассишĕн гимназистсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ăмăртнă. Палăртнă вăхăта 2:2 шутпа вĕçленнĕ. Пенальти серийĕнче аслисем, хăйсем маттуррине палăртнă. Футбол вăййисен, кану саманчĕсенче, республика Пуçлăхĕн команди гимназистсемпе вĕрентекенсенчен йĕркеленĕ ушкăнпа юлташла  волейбол матчĕ ирттернĕ. Тĕплĕнрех



08 октября 2012
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter