Чăваш Республики Японипе çыхăнăва анлăлатать

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Япони делегацийĕпе курнăçнă. Вĕсем пирĕн республикăна официаллă визитпа килсе çитнĕ. Калаçу самантĕнче Япони Чăваш Республикишĕн суту-илӳ экономикисен партнерĕсенчен пĕри шутланса тăнине палăртнă. «Юлашки икĕ çул хушшинче эпир  пĕр хутчен çеç мар тĕл пулнă. Калăпăр кăçал кăрлач уйăхĕнче, Чăваш Енре делегацийĕн ертӳçипе – çĕр, инфратытăм, транспортпа туризмăн регионсен политикин министерствин Бюро национальноçĕсен генеральнăй директорĕпе Масахир Накаджима господинпа строительство, транспорт, çӳп-çапа тирпейлесси, ял хуçалăх енĕпе ыйтусене сӳтсе явнă»,- тесе палăртнă Иван Моторин. Хальхи тĕл пулу палăртса хунă проектсене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанни çинчен палăртнă. Хĕвел тухăç çĕр-шывĕн делегацийĕ палăртнă тĕл пулу саманчĕпе усă курса, коммуналлă инфратытăм объекчĕсенче çитсе килнĕ. Паянхи тĕл пулу вăхăтĕнче ТБО хальхи малта пыракан технологипе килĕшсе тăракан майсемпе усă курса ĕçлесси çинчен сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех

 



08 октября 2012
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter