Актуаллă ыйтусем çине - тимлĕх

Паян, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă, тăлăх ачасене валли çурт-йĕрсем тума ирттернĕ аукционсен ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2012-мĕш çулта тăлăх ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе республика бюджетĕнчен 158,01 миллион тенкĕ, федерацин бюджетĕнчен субсиди валли 42,72 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пĕтĕмĕшле республика тата федераци уйăрнă укçа-тенкĕпе 2012-мĕш çулта 241 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Çапах та хăш-пĕр уйрăм муниципалитсенче тăлăх ачасене валли çурт-йĕрсем тума аукционсем те ирттермен. Ытларах сăлтавĕ строительство организацийĕсенче. Конкурса хутшăнас текенсем сахал. Михаил Игнатьев республикăри хăш-пĕр районсемпе хуласенче аукционсене те кирлĕ пек йĕркелесе ирттерменнине палăртнă. Конкурса тăратнă документсене тĕрĕслеме специалистсем çителĕксĕр пулнине каласа хăварнă. Вĕсене пула, аукционсем кирлĕ  пек шайра иртменнине палăртнă. Республикăри, 2012-мĕш çулăн 9 уйăхри çул-йĕр çинчи лару-тăрупа, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ  Сергей Семенов паллаштарнă.  Кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче республикăра  çул-йĕр çинче 1491 инкек пулнă, вĕсенче 182 çынăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 1954 çын аманнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан палăртнă цифрăсем пысăк. Çул-йĕр çинчи инкексен сăлтавĕсем ытларах: машинăсем пĕр-пĕринпе çапăнни, çурран çӳрекенсем çине кĕрсе кайни. Михаил Игнатьев çулсем çинчи инкексенчен хăтăлас тĕллевпе ытларах хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологиллĕ хатĕрсемпе усă курмаллине, вĕсене çынсем каçса çӳренĕ тĕлте усă курмаллине асăрхаттарса хăварнă. Пулни-иртни çинчен профилактика тĕлĕшĕнчен час-часах массăллă инфоромаци хатĕрĕсенче кăлармалла. Тата тепĕр тесен, права илес текенсене хатĕрленĕ çĕрте те специалистсен пĕлӳ шайне çирĕп тĕрĕслемеллине асăрхаттарса хăварнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн наци килĕшĕвĕ çинчен калакан Указ еплерех пурнăçа кĕрсе пыни тавра Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов калаçнă. Пирĕн туслă та çирĕп республикăра 128 тĕрлĕ наци çыннисем пурăнаççĕ. Вăсенчен: чăвашсем - 67,7%, вырăссем - 26,9%, тутарсем - 2,8% шутланаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ пирĕн таврара пурăнакансен валли пек услови туса памаллине, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнмаллине çирĕплетсе каланă. Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков Раççейре, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, суйлав кунĕ пулнине палăртнă. Республикăри 17 муниципалитетра суйлав иртет. Вĕсенче 40 пин ытла суйлавçă хутшăнать. Паянхи кун тĕлне 89 суйлав участăкĕсене йĕркене кĕртнĕ. Палăртнă комиссисем тĕрĕслесе тухнă. 



08 октября 2012
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter