“Вĕрентекен ĕçĕ кăткăс, йывăр...”

Çĕрпÿри культура çуртĕнче Вĕрентекен кунне халалланă уяв иртрĕ.  Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Васильевич районти учительсене, педагогика ветеранĕсене, ашшĕ-амăшне, шкул ачисене чи çутă, чун-чĕрере ăшă, ырă туйăм çуратакан уявпа саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, пысăк ÿсĕмсем сунчĕ. “Çак кун кăтартусем çуллен лайăхланса пыракан Çĕрпÿ районне килес килчĕ, - терĕ вăл. - Учитель ĕçĕ кăткăс, йывăр, питĕ яваплă. Эсир ачасене пурнăç çулне суйласа илме, ăслă-тăнлă пулма, хăйсем тĕллĕн шухăшласа пĕлтерĕ­­ш­­лĕ йы­­шăнусем тума, килшĕн, тăван тăрăхшăн, çĕр-шывшăн яваплă пулма вĕрен­те­­тĕр. Çавăнпа, хисеплĕ пе­­­­дагогсем, ыран­­хи кун, экономика аталанăвĕ мĕнле пуласси тÿрремĕнех сирĕнтен килет”.

Республика Пуç­лăхĕ вĕренÿ тытăмĕ­­н­­че пултаруллă, хастар, хисепе тивĕçлĕ, хăйсен квалификацине ÿстерсех пыракан педагогсен йышĕ пысăк пулнине, вĕсене патшалăх тĕрлĕ мелпе хавхалантарнине палăртрĕ, çак пулăшу малашне те сыхланса юлассине пĕлтерчĕ. Шкулта, садикре ĕçлекенсен шалăвне ÿстерес ыйтусем те кун йĕркинчех пулнине асăнчĕ. Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕ­­нчи шкулсен тĕрлĕ конкурсри кăтартăвĕсем республикăри вăтам шайран 5 процент пысăкрах пулнине те каласа хăварчĕ. Ку вăл педагогсем пурнăç улшăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн аталанса пынине, çĕнĕлĕхсене ăнланса йышăннине, кашни ачашăн чуна парса тăрăшнине çирĕ­­п­­летет терĕ.

Уявра республика Пуçлăхĕ вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче палăрнисене наградăсем пачĕ. Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ Елена Кавтазеева - ЧР вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне, пилĕк педагог - Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕн ятне, пысăк ушкăн РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерствин тата ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп хучĕ­­сене тивĕçрĕç. Михаил Васильевич вĕрентÿ ĕçне пысăк тÿпе хывнă, паян та çак отрасль аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакан тата икĕ çынна уйрăммăн палăртрĕ - Чăваш Ен вĕренÿ министрне Владимир Иванова, Çĕрпÿ район пуçлăхне Татьяна Кузьминана хăйĕнчен Чăваш Республикин Гербĕллĕ алла çыхмалли сехет парнелерĕ. Çавăн пекех, меллĕ самантпа усă курса, Чернобыльти инкеке сирме хутшăннă Анатолий Матросова пурăнмалли условисене лайăхлатма 1 миллион та 764 пин те 560 тенкĕлĕх сертификат пачĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Чăваш бройлерĕ” АУО директорĕ Вадим Николаев Сăнав поселокри вăтам шкулти çамрăк специалиста Ирина Ивановăна ноутбук парса хавхалантарчĕ. Район парнисем те курăмлă пулчĕç, вĕсене Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче 90 балран ытла пухнă вĕренекенсен учителĕсем тата пысăк ăсталăхпа палăрнă педагогсем тивĕçрĕç. Уява ачасемпе вĕрентекенсен концерчĕ илем кÿчĕ.

 Алина ЛУКИЯНОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 октября 2012
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter