Тăвай районĕ: паянхи ĕçсемпе малашлăх задачăсем

Район администрацийĕнче ĕç эрни яланхи пекех администраци пуçлăхĕ ирттерекен эрнелĕх планеркăран пуçланчĕ. Юрий Васильев малтанах иртнĕ эрнере пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăх валли задачăсем палăртрĕ.
Район администрацийĕн ертÿçи çакна палăртрĕ: республикăра октябрĕн 14-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунне ирттересси тĕп мероприяти пулса тăрать, çавна май пирĕн районта та Элпуç тата Тăрмăш ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлассипе хушма суйлавсем иртеççĕ, вĕсенчен кашнинче пĕрер депутат суйламалла пулать. Юрий Егорович хăйĕн çумĕсене суйлава пысăк шайра йĕркелесе ирттерессине тивĕçтерме ыйтрĕ.
Агропромышленноç производствин сферинче районти ял хуçалăх предприятийĕсем 7600 тонна силос хывса хăварнипе выльăхсене хĕл каçарма выльăх апачĕ хатĕрлессине вĕçленĕ. Халĕ çĕр улми кăларассине вĕçлесе пыраççĕ, районти предприятисенче ăна ку вăхăт тĕлне пĕтĕмпе 520 гектар (98,4 процент) кăларса пухнă. Ю.Васильев çĕртме сухи тăвассипе тата усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе кал-калрах ĕçлеме кирлине кăтартса пачĕ.
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен районта хутса ăшăтмалли сезон пуçланнă, медицина, шкул çулĕчченхи ача-пăча учрежденийĕсене, шкулсене тата пурăнмалли фондăн объекчĕсене ăшăпа вăхăтра тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра Тăвай ялĕнче нумай хваттерлĕ 7 çуртăн тăррине улăштарса витеççĕ, пĕр çуртра ку ĕçе вĕçленĕ, 2 çуртра çывăх вăхăтра тытăнаççĕ. Строительнăй урамри 3-мĕш номерлĕ общежити çуртĕнче электропроводка улăштарнă, Ленин проспектĕнчи 4 тата 39 номерлĕ çуртсенче çак ĕçе ку эрнере пуçăнаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсенчи юсав ĕçĕсене кĕске сроксенче вĕçлеме хушрĕ.
Планеркăра полицин, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕсен тата сывлăх сыхлавĕ енĕпе информацисем итленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех должноçри яваплă çынсене ялсене хăтлăх кÿрессипе, кварталти территорисене юсассипе, социаллă объектсем тума проектпа смета документацийĕ туса хатĕрлессипе, культурăпа вĕрентÿ сферинчи муниципаллă учрежденисенче ĕçлекенсен ĕç укçине ÿстерессипе çыхăннă хушусем панă.
Район аталанăвĕн ытти хăш-пĕр актуаллă ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.


09 октября 2012
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter