Тĕп вырăнта - çивĕч ыйтусем

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Муниципалитет заказчикĕсем тăлăхсем тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума /туянма/ аукционсем ирттерни çинчен строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - 2012 çул валли республика бюджечĕн шучĕпе 158,01 млн тенкĕ уйăрнă, çавăн пекех федераци бюджетĕнчен 42,72 млн тенкĕ субсиди пама пăхнă. Федераци тата республика бюджечĕсен шучĕпе 2012 çулта 241 тăлăха пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерĕç.

Анчах та хăш-пĕр муниципалитетра тăлăх ачасем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума /туянма/ аукционсем ку таранччен те ирттермен. Тĕп сăлтавсем - строительство организацийĕсенчен унта хутшăнма заявкăсем килменни, çавăн пекех тăлăхсем валли пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртса хатĕрленĕ çĕр лаптăкĕсем çукки.

Кăçалхи 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăри автоçулсем çинчи лару-тăру пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов каласа панă. Çак тапхăрта республика территорийĕнчи çулсем çинчи 1491 аварие /пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 19,2% ытларах/ шута илнĕ, вĕсенче 182 çын /0,6% ытларах/ вилнĕ тата 1954-ăн /20,8% нумайрах/ аманнă.

Лару-тăру тĕп хулара уйрăмах кăткăс. ЧР Пуçлăхĕ республикăн «2013-2020 çулсенче çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстересси» тĕллевлĕ программине хатĕрлессине хăвăртлатма хушнă, çуран çÿрекенсем каçакан вырăнсенче хăрушсăрлăха тивĕçтерекен çĕнĕ технологисемпе тата материалсемпе анлăрах усă курма тĕллев лартнă.

Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Нацисен хушшинчи килĕшĕве тивĕçтересси çинчен» кăларнă 602-мĕш указне мĕнле пурнăçлани çинчен культура министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - Чăваш Енĕн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăх: вăл икĕ культура /Европăн тата Азин/, икĕ тĕн /Христос тĕнĕпе ислам/ пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă. Республикăра халăхсен пĕрлехи çемйинче 128 наци çынни пурăнать. Михаил Игнатьев тĕн пĕрлешĕвĕсем валли пĕрешкел условисем туса памалли çинчен каланă. «Нацисен хушшинчи хирĕçÿсене аталанма сăлтавсем çуратмалла мар», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăра - сасăламалли пĕрлехи кун. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх - республикăра 17 муниципалитетра çĕнĕрен суйлав иртет, унта 40 пин ытла суйлавçă хутшăнать. 89 суйлав участокĕ йĕркеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ комиссисем тĕрĕсленĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
09 октября 2012
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter