Патăрьел районĕ: техника хăйне пăхнине юратать

Ял хуçалăхĕнче техника яланах пысăк вырăн йышăнать. Çавна май ăна упрасси, тирпейлĕ тытасси те тĕп вырăнта тăрать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă тата хĕл çывхарнă май халь шăпах комбайнсене, кăкарса çÿремелли агрегатсене управа ха-тĕрлесе лартма вăхăт. ГОСТăн тата “Ял хуçалă-хĕнче усă куракан техника. Тĕрĕс упрасси” хушусене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе çулленех республикăра, çавăн пекех районта та, ятарлă комисси АПК предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çитет. Хальхинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсем техникăна управа мĕнле лартнипе республикăри комисси членĕсем – Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н. Ванеркин, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн Чăваш Республикинчи начальникĕн çумĕ А. Кузьминов, çак пайри тĕп специалист А. Ласкеев – паллашрĕç. Вĕсем гостехнадзор инспекцийĕн районти начальникĕпе И. Васильевпа пĕрле малтанах “Батыревский” пĕр-лешĕвĕн паркне çитсе курчĕç. Кунта техника патне тимлĕх сахал мар уйăраççĕ, анчах кĕрхи ĕçсем вăрăма тăсăлни витĕм кÿни сисĕнет. Çĕр улми кăларакан виçĕ комбайнран иккĕшĕ çеç пур, унтан та пĕри нумай пулмасть çеç Ульяновск облаçĕнчен таврăннă. Тепри халь те çавăнтах. “Уй-хир карапĕсен” кустăрмисене шуратса хунă. Вĕсене хупă хуралтăна лартма палăртаççĕ. Хранилищĕре тăнă “иккĕмĕш çăкăра” тин кăна сутса пĕтернĕрен çеç кĕртсе хурайманнине пĕлтерчĕ пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ Ф. Тарасов. Сеялкăсене те çĕклесе хунă. Культиваторсене хĕле валли хатĕрленĕ май çемçетсе кăпкалатакан хатĕрсене сÿтсе юсаса пыраççĕ.

Комисси членĕсем Каншелĕнчи “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнче пулчĕç. Кăçал кунта вырмана пилĕк комбайн хутшăннă. Пурне те тирпейлесе çитернĕ. Хăш-пĕр агрегатсенчи кăлтăксене сирмелли çеç юлнă. Хирти ĕçсем вĕçленнĕ май вĕсене те çак кунсенчех юсаса управа лартма пуçăнассине хуçалăх ертÿçи М. Петров каларĕ.

Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕнче те машинăпа трактор паркĕ кăтартуллă. Унта та кунта тимĕр-тăмăр выртмасть. Ытти çулсенче кăкарса çÿремелли агрегатсене йăттарса лартнă пулсан, халь вĕсене пурне те бетон плитасем çине вырнаçтарнă. Кустăрмасене шуратнă.

– Трактористсемпе комбайнерсене техникăна хĕле хатĕрлесе лартнăшăн кăштах та пулин хавхалантарссине те йăлана кĕртмелле. Çыннăн ун чухне вăй хурас кăмăл та ÿсет, – терĕ парксене пăхса çÿренĕ май Н. Ванеркин.

Пулса курнă хуçалăхсенче комбайнсемпе кăкарса çÿремелли агрегатсене управа лартассипе яланах лайăх хатĕрленеççĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем те çакна çирĕплетрĕç.



01 ноября 2012
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter