Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Сывлăх сыхлавне модернизацилессин программин тĕп кăтартăвĕ – çынсен сывлăхне упрани, демографи лару-тăрăвне çирĕплетни»

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Михаил Игнатьев сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли регион программисене пурнăçлас ыйтупа Раççей Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Видеоконференцие республикă Пуçлăхĕсĕр пуçне Мускав мэрĕ, Липецк облаçĕн губернаторĕ хутшăннă. Раççей Президенчĕ канашлăва уçнă май, сывлăх сыхлавĕнче тĕп тĕллевсенчен пĕри, çынсен сывлăхне упрассипе  тивĕçлĕ пулăшу парасси, вĕсен пурнас ĕмĕрне тăсасси, вилекенсен шутне чакарасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси тесе палăртнă. «Тĕллевсене хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене пăхăнса ĕçлесен татса пама пулать. Çав шутрах медицина ĕçченĕсен - пысăк тавра курăмлă специалистсем пулмаллине манмалла мар», - тенĕ Владимир Путин. «Ĕçне кура, ĕç укçин шайĕ паллах, кирлĕ пек ӳссе пымалла»,- тенĕ калаçăва малалла тăснă май. Сывлăх сыхлавĕн учрежденисенче йĕркене кĕртсе пĕтермеллине, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕçтермеллине, информаци тытăмне аталантармаллине те уйрăммăн палăртса хăварнă.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилес программăна пула, республикăра пысăк улшăнусем пулса иртни çинчен Раççей Президентне пĕлтернĕ. Çынсене пулăшу парассипе те ырă улшăнусем савăнтараççĕ. «Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртни – федераллă центăрпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлесе программăна пурнăçлама май пачĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. «Юлашки 20 çул хушшинче пуçласа пĕрремĕш хут çынсен çураласси ӳсни куç кĕрет. Çак кăтартăва малашне те сыхласа хăварассипе тăрăшса ĕçлессине пĕлтернĕ. Нуммай ачаллă çемьесене  хушма республикăн амĕш капиталне тата çĕр лаптăкĕсем пани те  ыйтăва самаях лайăхлатма пулăшать»,- тенĕ.  Ялсенче медицина ĕçченĕсем сахал пулнине палăртнă. Юлашки вăхăтра «Земский доктор» тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн, кăткăс ыйтăва çийĕнчех татса пама май килнине палăртнă. Республикăри ялсене 126 çамрăк специалиста явăçтарма май килнĕ. 2013 çулта тата та 98 специалиста илсе килме палăртса хунă. Программа Чăваш Республикинчи ялсенче  сывлăх сыхлавĕн учрежденисенче кадăрсемпе тивĕçтерессин ыйтăвне пĕтĕмпех татса пама май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Çамрăк ăрусенче сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе самай пысăк ĕçсем тунине аса илсе хăварнă. «Эпир виçĕ çул хушшинче ачасемпе çамрăксен спортне кашни иккĕмĕш вĕренекене явăçтарма палăртнă», - тесе пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Раççей Президенчĕ медицина ĕçченĕсене уйрăм палăртнă ĕçсемшĕн хушма ĕç укçипе еплерех тивĕçтернипе кăсăкланнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăлтăксем çуккине пĕлтернĕ. Чăваш Республикинче пысăк çитĕнӳсем туса лăпланса ларманнишĕн, малалла та çивĕччĕн тăрăшса ĕçленишĕн республика Пуçлăхне Раççей Президенчĕ тав тунă. Канашлура ытти ертӳçĕсем регинсенчи сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллаштарнă. Пурин доклачĕсене те итленĕ хыççăн, Раççей Президенчĕ пурин умне те пĕр тĕллев - çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла маррине, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă.   Тĕплĕнрех

 



01 ноября 2012
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter