Михаил Игнатьев: «Чăваш Енĕн визит карточки - «Акконд» пылак çимĕçĕсем»

Паян, чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа «Акконд» уçă акционерлă обществăра пулнă. «Элитана» пĕчĕк десертсем хатĕрлекен производствăн технологи линине хута янă çĕре хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче «Аккондăн» ĕçченĕсемпе пĕрле республикăра пурăнакан пур çын та палăртнă пулăмшăн хĕпĕртенине палăртнă. «Çĕнĕ корпус çеç мар, паян эпир чăннипех те пысăк фабрика уçатпăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Паян кондитер фабрики хамăр çĕршывра туса кăларакансемпе çеç мар, ют çĕршывсен таварĕсемпе ăмăртса пĕр ретре тăрать. Палăртнă тытăмра конкуренци питĕ пысăк, çавăнпа та паянхи рынок условинче кам сахалтарах çывăрать, тавар туянакансене çĕнĕ йышши таварсемпе тивĕçтерме пултарать – çавсем çĕнтереççĕ те», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Хăнасем çĕнĕ корпуспа тĕплĕн паллашнă. Пылак çимĕçе хатĕрлекен производствăна хута яма 1,1 млрд. тенкĕлĕх тăкакланнă. Çĕнĕ корпусра çынсене ĕçлеме вырнаçтарма 400 хушма вырăн хатĕрленĕ.  Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Иванов кондитер таварĕсем кăларакан лини ĕçĕпе паллаштарнă. Пĕтĕм ĕçе автоматикă мелĕпе йĕркеленĕ пулин те, çынсемсĕр май çук тесе палăртнă. Юлашкинчен пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çывхарса килекен Халăх пĕрлĕхĕсен кунĕ ячĕпе саламланă, ырă ĕçсемшĕн пурне те тав тунă. Михаил Игнатьев çĕнĕрен çĕкленекен производствă линин монтаж тăвакан ĕçне те тишкернĕ. Ĕçре Чăваш Ен çыннисемпе пĕр тан Германи специалисчĕсем вăй хураççĕ.



01 ноября 2012
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter