Каçал Ен районĕ: телефонпа шăнкăравласа улталаççĕ

Юлашки вăхăтра республикăра телефонпа шăнкăравласа улталани нумайланнă. Çавна май асăрхануллăрах пулма сĕнетпĕр.

Ытларах çапла майпа улталаççĕ:

1. Шăнкăравлакан эсир пĕр-пĕр парне – карас телефонĕ, утюг, телевизор, автомашина, çул-çÿреве каймалли путевка — выляса илнине пĕлтерет. Анчах та çав япалашăн пĕр-пĕр счет е абонент номерĕ çине укçа — налук е компенсаци тÿлевĕ куçармалла иккен. Ан ĕненĕр! Чăннипех те мĕн те пулин выляса илсессĕн çав япалашăн укçа тÿлемелле мар. Укçа-тенкĕ ыйтаççĕ пулсассăн — сире улталаççĕ!

2. Сирĕн тăван пĕр-пĕр инкеке лекнĕ тесе полици сотрудникĕсем е влаç представителĕсем пек пулса шăнкăравлама пултараççĕ. Ăна пулăшма пĕр-пĕр счет çине укçа куçарма ыйтаççĕ. Ан ĕненĕр! Тăванăрсем патне шăнкăравласа вĕсем ăçта пулнине ыйтса пĕлĕр.

3. Калăпăр, сирĕн юлташ, тăван е паллакан çын карас телефонне çухатнă. Çав номерпе шăнкăравласа сирĕнтен «пулăшу» ыйтаççĕ, укçа куçарма хушаççĕ. Мĕн пулса иртнине тĕплĕн ăнланмасăр нимĕнле укçа та ан куçарăр.

Сирĕн пата кам та пулин улталама хăтланса шăнкăравларĕ пулсассăн çийĕнчех полицие пĕлтерĕр.

Çавăн пекех социаллă ĕçченсем пек пулса тĕрлĕ эмелсем, кремсемпе маçсем, массажерсем, чейниксем сутса çÿрекен çамрăксенчен асăрханăр. Вĕсене кил-çурта ан кĕртĕр. Ун пек çынсене курсан сăнĕсене, вĕсем çÿрекен автомашина номĕрĕсене ас туса юлма тăрăшăр, тÿрех районти полици уйрăмне 02, 5-13-12, 5-14-02, 5-14-17 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.



12 ноября 2012
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter