Чăваш Енри çурт-йĕр çавăрма пая кĕрсе улталаннă 200 ытла çын хăйсен хваттерĕсене куçĕç

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. 2012 çулта чӳк уйăхĕн 7-9 - мĕш кунĕсенче Шупашкарта иртнĕ «Лайăх пурнăçшăн – паха опыт» Пĕтĕм Раççейри форумăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри 31 регионтан 1000 яхăн çын хутшăннă. Вĕсем хушшинче ăслăлăх тĕпчевçисем, пахалăх облаçĕнчи ертсе пыракан специалистсем, патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, хăй тытăмлăх влаç органĕсем, тĕрлĕ бизнесменсем.  Тĕл пулусенче тĕрлĕ тытăмри пулăшусен, сывлăх сыхлавĕнчи, строительствăри, ял хуçалăхĕнчи, экологипе тата ытти ыйтусене тишкернĕ, çав шутрах Раççей ВТО кĕнин ыйтăвне те сӳтсе явнă. Раççей Федерацийĕн  Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 599 №-лĕ Указĕ пурнăçа еплерех кĕрсе пыни çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ  Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Министр нуммай функциллĕ центăрсене йĕркелесе янин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан вĕрентӳ тытăмĕсенче машинăсем тăвассине, ял хуçалăх, строительство, транспорт енĕсемпе квалификациллĕ специалистсем хатĕрлекен центрсем йĕркелессин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Пысăк технологиллĕ производствăсенче тимлекен специалистсем хатĕрлессине сӳтсе явнă. Кун йышши пĕрремĕш центра 2013 çулта Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин «Чебоксарский техникум транспортных и строительных технологий» СПО Чăваш Республикин АУ бази çинче «Строительство» енĕпе йĕркелесе яма палăртнă. Чăваш Республикинчи кĕркуннепе хĕллехи тапхăрта пысăк юхан шыв обьекчĕсемпе çыхăннă, вĕсенче пулса иртекен инкек-синкек, гржданла хӳтĕлев ĕçĕсем çинчен Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн паллаштарнă.  Вениамин Петров палăртнă тăрăх, шыв обьекчĕсенче пулса иртекен инкексен шучĕ пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа 66 инкек пулнине  палăртнă. Вĕсенче 62 çынăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 8 çынна çăлса хăварма май килнĕ. Кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнче пулă тытакансемпе асăрхаттару ĕçĕсем йĕркелесе ирттермелли çинчен чарăнса тăнă. Муниципалитсенче шыв обьекчĕсене кирлĕ пек асăрхатару паллисене лартмаллине, каçса çӳремелли вырăнсене пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварнă.  Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин Советский урамĕнче 63-мĕш çурта хута яма хатĕрлесе çитерни çинчен каланă.  Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



12 ноября 2012
14:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter