Елчĕк районĕ: К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен Чǎваш академи драма театрӗнче пулчӗç

 Çак кунсенче Елчӗк районӗнчи  Курнавǎшри пӗтӗмӗшле  пӗлӳ паракан вǎтам шкулта вӗрентекенсем  Шупашкарти  К.В.Иванов    ячӗпе хисепленекен  Чǎваш  академи драма театрӗнче  Ф.Павлов  çырнǎ «Ялта» спектакле кайса курчӗç. Пултаруллǎ çыравçǎ драмǎра  ӗлӗкхи  чǎваш  ялӗнче пулса иртекен  ӗç-пулǎма ӗнентерӳллӗ сǎнласа кǎтартнǎ. Империализм вǎрçине пула Елюкпа Ванюкǎн телейӗ пӗр туххǎмрах чǎл-пар саланса каять. Елюк, мǎшǎрӗ вǎрçǎра вилнӗ тесе,  улталанса Çтаппана качча тухать. Туй вǎхǎтӗнче  Ванюк хǎйӗн юратнǎ çыннине персе вӗлерет. Куракансене  Елюкпа Ванюкǎн  телейсӗр шǎпи  шухǎша ячӗ. Спектакльре ӗлӗкхи чǎваш вǎййи-çуйне, юрри-такмакне илемлӗн кǎтартса панине палǎртмалла. Ванюк рольне вылякан В. Карпов артист калǎпланǎ сǎнар уйрǎмах асра юлмалла пулса тухнǎ.

     «Ялта»  спектакль   пурин кǎмǎлне  те кайрӗ.  



12 ноября 2012
11:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter