Патăрьел районĕ: пирĕн пĕрремĕш хĕрарăм çыравçă

Хĕрĕх-аллă çул каялла пирĕн районтан тухнă писательсене шутлама алăри пÿрнесем те çитнĕ пулсан, халĕ вĕсен йышĕ улт-çичĕ теçеткерен те иртет. Юлашки çирĕм-вăтăр çул хушшинче литературăра хĕрарăмсем чылай палăрчĕç: Ева Лисина, Раиса Сарпи, Юлия Силэм, Людмила Сачкова, Марина Карягина, Альбина Юрату, Надежда Сильверстрова, Валентина Кузнецова, Татьяна Кокель тата ыттисем те.

 

Талантлă хĕрарăмсем хушшинче Ева Николаевна Лисина писатель хăйне майлă сумлă вырăн йышăнать. Пиччĕшĕ – Геннадий Айхи пекех унăн ячĕ те тĕнчене тухрĕ. Ева Лисина - 11 кĕнеке авторĕ. Унсăр пуçне, ентешĕмĕр тĕрлĕ халăх драматургĕсен пьесисене, турккăпа венгр поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. Чи пысăк та кăткăс ĕçĕ вара унăн - 1996 çулта ачасем валли вырăсларан чăвашла куçарнă «Библи калавĕсем» кĕнеки.

 

«Çак кĕнекене куçарма пуçласан, Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕнче пурăнса унти пурнăçпа çывăх паллашрăм. Тавах Сергия игуменьăна, унти манашкăсене «Пророксен кĕнекисене» редакцилеме пулăшнăшăн. Унти кашни кунĕ маншăн пĕр пурнăç пек пулчĕ», - тет Ева Николаевна.

 

Ева Николаевна хамăр районти Именкассинче (1939ç.) çуралнăскер, тăван тăрăха тăтăшах килсе çÿрет. Тĕп килĕ вĕсен Çĕньялта пулнă. Ашшĕ вăрçа каиччен, Именкассинчи пуçламăш класс учителĕнче ĕçленĕ пирки çемье пĕр хушă унта пурăннă. 1956 çулта Ева Лисина Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă та Мускаври К.А.Тимирязев ячĕллĕ ялхуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн Ботаника садĕнче, бионика лабараторинче вăй хурать. Çав çулсенче ĕнтĕ вăл хăйĕн малтанхи калавĕсене хайлать, хăй тĕллĕн турккă чĕлхине вĕренет, унтан Мускаври Пĕтĕм Союзри библиотекăра аслă редакторта, библиографра ĕçлет. Кĕнеке выставкисемпе тĕрлĕ ют çĕршывсенче пулать, çав вăхăтрах Чăвашран Мускава вĕренме килнĕ артистсене тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçма вĕрентет. Ева Лисина - Писательсен союзĕн членĕ.

 

Ева Лисина ытларах ачасем валли çырать. Унăн кашни кĕнекинчех тĕпре – ача сăнарĕ, кашни хайлавĕнче – чун ыратăвĕ. Ачасен психологине лайăх пĕлни, шăпăрлансен чун пăшăрханăвне, иккĕленĕвне тĕрĕс те ĕнентерÿллĕ сăнласа пама пулăшать. Çакна унăн «Çĕньял ачисем», «Çăкăр чĕлли», «Хупах хăлха Илюк», «Улăхпи», «Вĕçекен кÿлĕ» повеçĕсем çирĕплетсе параççĕ. Çулĕсем «çулланнă» пулсан та алă усса лармасть-ха ентешĕмĕр, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем калăплать. «Вăй çитнĕ таран ĕçлесчĕ-ха», - тет вăл. Юлашки вăхăтра кăна 4 кĕнеке кăларчĕ. Тăван пиччĕшĕ Геннадий Айхи пурнăçран уйрăлса кайсан (2006), икĕ томлă кĕнеке - «Çырнисен пуххи» (2009ç.) кăларчĕ. Унта Г.Айхин пичетленмен чăвашла тата вырăсла сăввисене пухса вырнаçтарнă.

 

Ева Николаевна тăван тăрăха нихăçан та пушă алăпа килмест. Яланах кĕнеке – журнал парнелесе хăварать. Акă иртнĕ тĕлпулура та «Вĕçекен кÿлĕ-Летающее озеро» (2011ç.), «Çакă вăл Манран пулнă» (2012ç.) çĕнĕ брошюрисене ача-пăча библиотекине парнелерĕ. Унăн çырнă хăйлавĕсене вуласан, ачалăх куç умне тухса тăрать, пулни-иртни аса килет. Ахальтен мар ĕнтĕ, Ева Лисина кĕнекисене ачасемпе пĕрлех аслисем те вулама кăмăллаççĕ.



12 ноября 2012
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter