Тăвай районĕ: пĕтĕмлетÿсемпе задачăсем

Райадминистраци пуçлăхĕ Юрий Васильев ертсе пынипе эрнелĕх планерка иртнĕ. Унта, яланхи пекех, маларахри ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, умри задачăсене палăртнă.
Ку эрнери паллă мероприятисенчен чи малтанах ноябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи тĕп аслă шкулсен представителĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухакансемпе тĕл пулассине палăртмалла пулĕ.
Ноябрĕн 17-мĕшĕнче вара “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен физкультурăпа спорт спартакиадин юлашки тапхăрĕ иртĕ. Ăмăртусене республикăри районсемпе хуласенчен, министерствăсемпе ведомствăсенчен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă органĕсен территори уйрăмĕсенчен делегацисем килсе çитĕç.
Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникне Владимир Ванеркене 2013 çулта районти ял поселенийĕсене комплекслă компактлă строительство программипе аталантармалли проектсене конкурс майĕпе суйласа илмешкĕн документсем хатĕрлес ĕçе вăйлатма хушнă.
Ялсенче çĕнĕ урамсене электрификацилессине вĕçлеме тăрăшмалла.
Финанс пайĕн начальникĕ 2012 çулхи 10 уйăхра районăн консолидациленĕ бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Ăна 7902,4 пин тенкĕ профицитпа пурнăçланă. 10 уйăхра тупăшсем 197518,5 пин тенкĕ е планпа пăхнин 83 проценчĕ чухлĕ пырса кĕнĕ. Районăн консолидациленĕ бюджечĕн тăкакĕсем 10 уйăхра 189616,1 пин тенкĕпе е планпа пăхнин 79,2 проценчĕпе танлашнă.
Пурлăх, çĕр тата транспорт налогĕсене 2011 çулшăн çывăх кунсенчех тÿлесе татма кирлине кăтартса панă.
Планеркăра ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.


13 ноября 2012
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter