Патăрьел районĕ: чечеклен, илемлен, савнă енĕм, Юхма Ен!

Эпир çав Пăлаçи, Паттăр ен çыннисем,

Чи хĕрÿллĕ ĕçре ырă ят илнисем.

Сÿнес çук нихăçан пултарулăх пирте –

Вăй хурса ÿстеретпĕр тыр-пул уй-хирте.

Сар хĕвел ялкăшса хăпарать тÿпене,

Пурте çывăх кунта пирĕн чун-чĕрене.

Ĕлĕкрен-авалтан юрататпăр çĕре,

Тулăх пурнăç пиллет, парнелет вăл пире.

Чăвашсем, тутарсем пурăнаççĕ кунта,

Пур кунта ытти халăх ĕçчен çыннисем.

Пĕр-пĕрне юратса хисеплетпĕр чунтан,

Туслăхра, пĕрлĕхре хуçалантăр илем!

Хастар пирĕн хĕрсем, патер пирĕн яшсем,

Ĕмĕр-ĕмĕр кунта хисепре ват çынсем...

Пăлаçи Патер ен çулсерен çĕкленет –

Уншăн чун савăнать, уншăн чун хĕпĕртет!

В.Давыдов-Анатри

Тăван çĕр! Çĕр-анне! Мĕн тери хаклă та çепĕç сăмахсемпе хисеплесе сума сунă ĕлĕкренех хамăра тăрантаракан, пурнăç паракан çĕре. Патăрьелсен те çĕрĕ пархатарлă, çăкăрĕ тутлă та тутлăхлă. Патăрьел çĕрĕ çинче, ун сывлăшĕпе тата çăкăр-тăварĕпе нумай паллă çынсем ÿссе çитĕннĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра Патăрьел районĕн 85 çулхи юбилейне халалланă «Чечеклен, илемлен, савнă енĕм, Юхма Ен!» курав йĕркеленĕ. Куравра район çинчен çырнă кĕнекесемпе, журналсемпе, ÿкерчĕксемпе паллашма пулать. Курав виçĕ пайран тăрать.

«Патăрьел район историйĕ» - çакăн пек ятлă пĕрремĕш пайĕ. Район историйĕ, уйрăм ялсем, организацисем çинчен çырнă кĕнекесене тата журналсене вулама пулать. Уйрăмах Н.И.Ильин, Л.Н.Раськин, А.Н.Салминпа А.А.Павлова, Н.П.Тельцов çырнă кĕнекисенче ялсен кун-çулĕпе, пуян историйĕпе, паллă ентешĕсемпе мăнаçланни паха. Патăрьел район историйĕ çинчен пухнă материалсене уйрăм папкăпа та хатĕрленĕ куравра.

Иккĕмĕш пайĕ - «Чун юратнă савнă енĕм». Кунта районти илемлĕ вырăнсене, юхан шывсене, кÿлĕсене киленсе пăхма пулать.

Патăрьел районĕн чаплă çĕр ĕçченĕсем А.П.Табаков, Г.Ф.Мулюков, çĕршывĕпе паллă ăсчахсем Л.П.Кураков, Р.Х.Миначев, чăваш халăх çыравçисем Г.Н.Айхи, В.И.Давыдов-Анатри, Юхма Мишши, сумлă композиторсемпе юрăçсем тата ытти нумай паллă çынсем çинчен «Пăла çинчи çăлтăрсем» пайра вуласа паллашмалла.

Çапла, пирĕн Патăрьел тăрăхĕнче пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Енчен те Патăрьел районĕнчен пурнăç çулĕ çине тухнă ятлă-сумлă çынсене пурне те пĕрле пуçтарсан, паллах, тĕлĕнтермĕш ушкăн пулнă пулĕччĕ. Ним тĕлĕнмелли те çук, пысăк та чаплă хуласенче çеç мар, Раççей варринчи карттă çине те паллă туман ялсенче те тăван çĕре чапа кăларакан çынсем йышлăн çуралса ÿсеççĕ. Чăннипех те мухтанатпăр эпир вĕсемпе!

Кураври кĕнеке-журналсемпе вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, студентсем тата ытти вулакансем тăтăшах усă кураççĕ.

Вулавăш тусĕсем тата Патăрьел районĕн çыннисем! Пирĕн куравпа паллашма хапăл туса кĕтетпĕр сире.



13 ноября 2012
11:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter