Улшăнусен тапхăрĕнчи праçник

Çапла, полици улшăнусен тапхăрĕнче. Анчах праçник кунĕ улшăнман - чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем хăйсен кунне паллă турĕç. Чăваш полицийĕн пысăк йышĕ вара эрне кун Шупашкарти Оперăпа балет театрне пухăнчĕ.

Йĕркелĕх хуралçисене федерацин республикăри тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Олег Мешков саламларĕç, ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов ĕçтешĕсене, вĕсен çемйисене тав тунă май полици реформăсен тепĕр тапхăрне кĕни çинчен каласа умри тĕллевсене палăртрĕ: преступлени тăвассипе çирĕппĕн кĕрешмелле, йĕркелĕх хуралĕшĕн кăтартуллă мар ĕçсенчен пăрăнмалла, преступленисене уçса парассине лайăхлатмалла.

Кăçалхи ĕçе илес тĕк - кăтартусем курăмлă. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан преступленисен шучĕ 10% ытла чакнă. Эппин, йĕркелĕх хуралĕ профилактика енĕпе çине тăрарах ĕçленĕ. Граждансенчен 197,5 пин ытла ыйту-пĕлтерÿ йышăннă - кашнине тишкермелле, тĕпчемелле, тивĕçлĕ тĕк айăплисене тупса палăртса явап тыттармалла. 9 пине яхăн преступление уçса панă. Çав шутра - республикăра суя укçа сарнă виçĕ ушкăн, кунта пурăнакансене телефонпа шăнкăравласа вĕсенчен укçа тăпăлтарнă çынсем...

Ĕçне кура - чыс-хисеп. Награда чылай пулчĕ. Медале, сумлă ята, Хисеп грамотине тивĕçнисен ретĕнче - Сергей Салмин, Валерий Кошкин, Сергей Павлов, Рамил Умеров, Александр Боголюбов, Сергей Андреев, Шарипжан Касанов тата ыттисем. Наградăна кашниех тÿрĕ кăмăллă ĕçпе, службăра палăрса е паттăр ĕçпе тивĕçнĕ. Татьяна Ухина, сăмахран, Раççейри следовательсен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Светлана Ерпылева шыва путнă хĕр ачана çăлнă, Александр Федоров бокс енĕпе Раççей тата НППП чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ... Ĕçтешĕсем вĕсене алă çупса саламларĕç. Ятарласа йĕркеленĕ концертра шăрантарнă юрăсем вара, паллах, мĕн пур полицейски ячĕпе янăрарĕç. (Н.Коновалов)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
13 ноября 2012
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter