Муркаш районĕ: нумай ачаллисене – çĕр лаптăкĕ

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене май пур таран пулăшать: хушма тÿлевсем вăя кĕртет, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерет тата ытти те. Иртнĕ çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» Указ вăя кĕчĕ. Çакăнпа килĕшÿллĕн виçĕ тата ытларах ачаллă

– Паянхи кун тĕлне учетра çĕр лаптăкĕ илес текен 40 çемье тăрать. Халĕ ку ыйтăва йĕркене кĕртес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне 21 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ унта пурăнмалли çурт-йĕр çĕклес шухăшлă, теприсем хушма хуçалăх аталантарасшăн. Çĕр лаптăкĕсене уйăрнă чухне ял çывăхнерех е ялăн аталану перспективи пур вырăнсене суйламалла.

Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене çитес вăхăтра тивĕçтерме 42 лаптăкăн докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ, 46-не вĕçлеймен-ха. Çитес вăхăтра вĕсене те йĕркелесе çитеретпĕр. Çавна май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне туллин пурнăçлассинче чăрмав пулмалла мар.

– Кашни ял тăрăхĕпе уйрăммăн илер-ха, сентябрь уйăхĕнчипе танлаштарсан еплерех лару-тăру ума тухать;

– Ку тĕлĕшри ĕç-хĕл çапларах улшăнса пычĕ. Сентябрьте Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче 1 çемье черетре тăнă. Халĕ документсем йĕркелесе çитернĕ, çĕрпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех çитес вăхăт валли тепĕр лаптăк тĕлĕшпе документ хатĕрленĕ. Мăн Сĕнтĕрсен черетĕнче вара 7-ĕн пулнă. Паянхи кун тĕлне черетре 2 çемье тăрать, ыттисен ыйтăвне тивĕçтернĕ, 11 лаптăк хатĕрлесе çитернĕ. Ильинка ял тăрăхĕнче черетре 3-ĕн пулнă, халĕ те çаплах. Катькас ял тăрăхĕнче 9 çемье çĕр ыйтса заявлени çырнă. Паян кунта черет чакман-ха. 21 лаптăк тĕлĕшпе документсем хатĕрлес тапхăр пырать. Çитес вăхăтра ку ыйту уçăмланмалла. Муркаш ял тăрăхĕнче 11 çемье черетре пулнă, паянхи кун тĕлне – 6-ăн. Çавăн пекех 6 лаптăк валли документсем йĕркелеççĕ. Турай ял тăрăхĕнче черете тăнă çемье çук, апла пулин те вĕсем 1 лаптăк тĕлĕшпе документсем хатĕрлесе çитернĕ. Шетмĕпуç ял тăрăхĕ 1 çемье ыйтăвне тивĕçтернĕ, паянхи кун тĕлне черете тăнисем çук, пĕр лаптăк тĕлĕшпе документ хатĕрленĕ. Çатракасси ял тăрăхĕнче ку таранччен çĕр илме кăмăл пуррине палăртман, çĕрне те хатĕрлемен. Орининсем те ку тĕлĕшпе заявлени çырман, апла пулин те 2 лаптăк тĕлĕшпе документ янтăланă. Юнкă ял тăрăхĕнче те çавăн пекех тимлеççĕ. Чуманкасси ял тăрăхĕнче черетре 4 çемье пулнă, 2-шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ, çитес вăхăт валли 4 лаптăк хатĕрленĕ. Ярапайкасси ял тăрăхĕнче вара 7 çемье тахçанах асăннă çăмăллăхпа усă курасшăн. Халĕ кунта 10 лаптăк тĕлĕшпе документсем хатĕрлеççĕ. Хорнуй ял тăрăхĕнче 4 çемье çĕр ыйтса заявлени çырнă, черетре 3-ĕн, 8 лаптăк тĕлĕшпе документсем йĕркелесси пырать. Йÿçкасси таврашĕнче нумай ачаллă 2 çемье çĕр илесшĕн. Халĕ 19 лаптăк йĕркелессипе ĕçлеççĕ. Москакасси ял тăрăхĕнче черетре 5 çемье тăрать, 4 лаптăк хатĕрлеççĕ. Ярославкăсем çитес вăхăтра нумай ачаллă 2 çемье ыйтăвне тивĕçтерме шантараççĕ, черетре вара 1 çемье тăрать.

 



14 ноября 2012
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter