Элĕк районĕ: ачасем ташша тухрĕç

Районти ачасен искусство шкулĕнче çамрăк ташăçсен пултарулăх конкурсне хореографи ушкăнне çÿрекен кашни ача хутшăннă. Конкурс тĕрĕслевĕнче 14 ташша пăхса тухнă. Вĕренекенсем мĕнпе тĕлĕнтернĕ тетĕр-и; «Красная шапочка», «Дюймовочка» ташăсемпе 5 класри Милина Филиппова жюри членĕсене тыткăна илнĕ. Ку класрах хореографи уйрăмĕнче вĕренекен Мария Данилова та тантăшĕнчен юлман, «Оранжевое утро» ташăра ирхи шуçăм çуталса килнине питĕ илемлĕ сăнарланă.

Камсем-ха çĕнтерÿçĕсем; Акă вĕсем: пĕрремĕш вырăнта – Милина Филиппова, иккĕмĕшĕнче – Мария Данилова, виççĕмĕш вырăна 3 класра вĕренекен Стефания Харитонова тухнă. Çĕнтерÿçĕсене искусство шкулĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă.



14 ноября 2012
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter