Каçал Ен районĕ: сыхлăха самантлăха та çухатмаççĕ

Шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсен професси уявĕ çитнĕ май йĕрке хуралĕнче тăрăшакансен районти уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ питĕ кăсăклантарчĕ. Çавна кура Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмне çитрĕм. Штаб начальникĕ, шалти ĕçсен службин капитанĕ И.В.Козлов лару-тăрупа паллаштарма килĕшрĕ. Çапла вара кăçалхи 10 уйăхра Комсомольски тата Елчĕк районĕсен территорийĕсенче 243 преступлени регистрациленĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 10 сахалрах. Палăртмалла: пирĕн район территорийĕнче тунă преступленисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 8,9 процент сахалрах. Чылай чухне ниçта та ĕçлемен çынсем тата маларах судпа айăпланнисем преступлени çулĕ çине тăраççĕ. Эрех-сăрапа пуçа минретни те час-часах саккуна хирĕç ĕçсем тума хистет. Çапла кăçалхи январь — октябрь уйăхĕсенче ÿсĕрсем йĕркене пăснине 73 тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕрхи кăтарту 59-па танлашать. Йывăр преступленисен шучĕ кăçал чакнă. Пĕлтĕр çакăн евĕр 5 тĕслĕх тупса палăртнă пулсан, кăçал — 2. Полици ĕçченĕсем вăхăтра профилактика мерисене йышăннине кура, кăçалхи 10 уйăхра хĕç-пăшалпа, çар хатĕрĕсемпе, сирпĕнекен япаласемпе усă курса тунă преступленисене, транспорт хатĕрĕсене вăрланине, хулиганлăх тĕслĕхĕсене регистрацилемен. Çынна хирĕç тунă преступленисен шучĕ те кăçал чакнă. Çын вĕлернĕ тĕслĕх кăçал — 2 (пĕлтĕр — 3), мăшкăллани 2 (пĕлтĕр — 3) пулнă. Çавăн пекех экономика сферинчи преступленисем çине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал çакăн евĕр 37 преступлени тупса палăртнă, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 27,5 процент сахалрах. 21 ĕçе суда ярса панă та ĕнтĕ. И.В.Козлов пĕлтернĕ тăрăх, преступленисене уçса парасси кăçал аван пурнăçланса пынă. 243 преступленирен 226-шне уçса панă (93 процент). Кам вĕлернине, мăшкăлланине, çаратнине, хваттерсенчен, кĕсьесенчен вăрланине, ирĕксĕрлесе укçа ыйтнине тупса палăртасси 100 процентпа танлашнă. Йывăр преступленисене уçса парасси пĕлтĕрхипе танлаштарсан 10,1 процент ÿснĕ. Йĕркене пăсакана «вĕри йĕрсем» тăрăх тупасси вара кăçал пĕлтĕрхинчен чакнă (10,6 процент). Пакунлисем кăçал 10 уйăхра 32 ятарлă тата тĕллевлĕ профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех ытти профилактика субъекчĕсемпе рейдсем, операцисем ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, полици уйрăмĕн кăтартăвĕсем япăх мар пулнине палăртмалла. Пакунлă çынсем самантлăха та сыхлăха çухатмаççĕ, хăюлăхпа, çаврăнăçулăхпа палăраççĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ вĕсенчен чылайăшĕ кăçал Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Службăра палăрнăшăн» медальне тивĕçнĕ. 1-мĕш степеньлĕ медальсене тивĕçнисем: полици подполковникĕ С.А.Кокорев, полици майорĕ С.Н.Мунтайкин, полици капитанĕсем Н.А.Райковпа А.В.Шингалов, шалти службăн майорĕ Ю.Н.Яковлев, шалти службăн подполковникĕ М.В.Фролов. 2-мĕш степеньлĕ медале — полици лейтенанчĕ А.В.Кураков, 3-мĕш степеньлĕ медале юстици майорĕ Р.С.Зайнуллин, полици капитанĕ А.А.Колпаков, полици лейтенанчĕ О.Н.Коротина, полици аслă лейтенанчĕ Л.В.Никифорова тивĕçнĕ. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмăн ĕçченĕсене пурне те уяв ячĕпе саламласа районти йĕркене лайăх тытса пыма, ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр.



14 ноября 2012
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter