Вăрмар районĕ: çăмăллатнă кредитпа усă кураççĕ

Вăрмар районĕнче пурăнакансем уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çăмăллатнă кредитсем илесси пĕрре те чакмасть.

Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх пулăшăвĕпе 638 çемье усă курнă, 127283 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çав шутра Россельхозбанк урлă 416 çемье 87493 пин, Раççей Перекет банкĕ урлă 218 çемье 37820 пин тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Чăвашкредитпромбанк пулăшăвĕпе 1970 пин тенкĕлĕх 4 çемье усă курнă.



14 ноября 2012
10:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter