Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Паян, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Ларура тĕрлĕ сакккунсен проекчĕсене пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Çемьесенче виççĕмĕш е тата малашенхи ачасем çуралсан патшалăх енчен паракан пулăшусем çинчен  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă.  Чăваш Республикинче 2012 çулта медицина страхованин Территорийĕн фончĕн бюджечĕ çинчен калакан сакккун проектне пăхса тухса йышăнса хăварнă. Çавăн пекех 2013-2014-мĕш çулсенче те планпа пăхса хăварнă проекта ырланă. Чăваш Республикинчи медицина обязательнăй страхованийĕн  Территорийĕн фончĕн бюджетне пăхса хăварнинчен тата та 192,8 млн.тенкĕ ӳстерме палăртнă. Каласа хăварас пулать, бюджет фондне хушма буджетсен хушшинчи трансферт шучĕпе федерацин фончĕн обязательнăй медицина страхованийĕнчен 47 миллион «Земский доктор» программа валли пĕр хутчен парса пулăшакан компенсаципе тивĕçтерме йышăннă. Унсăр пуçне хушма субсиди 145 миллион тенкĕ - Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен регионĕсенче сывлăх сыхлавне модернизацилес программă лайăх ĕçленĕшĕн тата 2012–мĕш çулăн пĕрремĕш çур çулне лайăх кăтартусемпе вĕçленĕшĕн палăртнă укçа–тенкĕне сывлăх сыхлавĕн учрежденисенче техника базине çĕнетнĕ çĕре яма палăртса хунă. «Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча больниципе» палăртнă хулари «Перинатальнăй центра» пĕрлештерсе çĕнĕрен Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕ бюджетлă учреждени йĕркелесе яма палăртса хунипе те пухăннă ертӳçĕсем килĕшнĕ. Учреждени Чăваш Республикин Сывлăх министерствине пăхăнса тăрĕ. Учрежденире ĕçлекенсен шутне çаплипех сыхласа хăварма палăртнă. Каласа хăварас пулать, Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн учрежденисене реорганизацилес ĕçе 2012 çулта тытăннă. Кун пек ĕçе йĕркелесе пынинин тĕллевĕ – медицина пулăшăвĕ парас ĕçĕн пахалăхне ӳстерессипе çыхăннине палăрнă Алла Самойлова министр. Канашлура суту-илӳ обьекчĕсенче  хаяр шĕвеке сутма ирĕк паракан постановленире хăш-пĕр чаракан пунктсене те кĕртсе хăварма килĕшнĕ. Паянхи канашлура Чăваш Республикин Спорт министерствин «СДЮСШОР №5» ДОД ЧР БОУне  Валерий Николаевич Кочков Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн  ирĕклĕ кĕрешӳпе РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ ячĕпе пама постановленине йышăннă. Чăваш Ен Правительстви кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



14 ноября 2012
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter