Çырăва мĕн кĕртме сĕнетĕр

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çулсеренех яракан Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак документра вăл Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприяти-организацисен ĕçĕн кĕске тата нумай вăхăтлăх стратегийĕн программине йĕркелемешкĕн çитĕнÿсемпе пĕрлех çивĕч ыйтусене те палăртĕ. Çырăва хатĕрленĕ чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика халăхĕн, общество организацийĕсен тата граждан обществин ытти институчĕн представителĕсен шухăш-кăмăлне те шута илĕ.

Çынсен пурнăç шайĕн пахалăхне ÿстерес тесен пирĕн пĕрле мĕнле тĕллевсем палăртмалла; Чăваш Ен Пуçлăхĕн мĕнле темăсене тĕплĕнрех тишкермелле; 2013 çулхи Çырăва эсир мĕн кĕртме сĕнетĕр; Сирĕн шухăшăрпа, республика халăхĕн пурнăçне мĕн лайăхрах тата хăтлăрах тăвĕ;

Сĕнÿсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт; e-mail: pres0@cap.ru. «Çырăва хатĕрлеме» тесе палăртмалла.

 

Опубликовано из  газеты «Çĕнтерÿ ялавĕ»,14 ноября 2012, среда, № 88 (ноябрь 2012)



15 ноября 2012
10:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter