Елчĕк районĕ: чунпа вăйлисем

Çулсерен чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне паллă тăваççĕ. Кашни çын урамра куç курман е япăх куракан çынна тĕл пулма пултарать. Вĕсене ыттисенчен хура куçлăх тăхăннинчен тата аллине шурă туя тытнинчен уйăрса илетĕн.

Шурă туя историйĕ вара 1921 çултан пуçланса кайнă. Акăлчан çынни Джеймс Бигс, çамрăклах куçсăр тăрса юлнăскер, ытти туяпа çÿрекен çынсенчен уйрăмрах пулас тесе хăйĕн туйине шурă тĕспе сăрланă. Ытти куç курманнисене те çапла тума сĕннĕ. Тепĕр 10 çултан ыр кăмăллăх организацийĕсем, пресса пулăшнипе Англири куç курманнисене шурă туяпа тивĕçтерме тытăннă.

1984 çултан пĕтĕм тĕнчери сывлăха упракан организацийĕпе килĕшÿллĕн куç курманнисен кунне французсен паллă педагогне Валентин Гаюине, куç курман ачасен шкулне никĕслекене, асăнса паллă тума йышăннă. 1829 çулта француз Луи Брайль куç курманнисем валли вулама, çырма ятарлă шрифт шутласа тупнă.

Пирĕн çĕршывра шурă туя кунне 1987 çултан паллă тăваççĕ.

Куç курманнисен кунне халалласа Елчĕк районĕнчи тĕп библиотекăра  «Шурă туя»клубĕн членĕсем «Чунпа вăйлисем» тематика каçне пуçтарăнчĕç.

Ларăва культура пайĕн пуçлăхĕ Александрова А.А., социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Аникина И.Н., Елчĕк райăнĕнчи пенсии фондчĕн ертÿçи Яковлева З.А. хутшăнчĕç.

Тĕл пулăва Петрова Н.Н. библиотекарь ертсе пычĕ. Вăл шурă туя историйĕпе тата «Наша жизнь» журналпа паллаштарчĕ. Тĕл пулура Комсомольскипе Елчĕк районĕнчи куç курманнисен  организацийĕн ертÿçи Г.И.Михайлов тухса калаçрĕ. Вăл ларăва хутшăнакансене çак  кунпа саламларĕ. Хăйсен кулленхи ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Куç курманнисем пурнăç илемне куçпа кураймаççĕ пулсан та, тытса пăхса пĕлеççĕ, тĕрлĕ ĕçсем тăваççĕ. Çакăн çинчен Романова Н.Н.  интернет-курав туса пачĕ. Çавăн пекех пухăннисем япăх куракансен алă­ ĕç выставкипе паллашрĕç.

Культура пайĕн пуçлăхĕ Александрова А.А пухăннă çынсене пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунĕпе саламларĕ, организаци  секретарьне, Валентина Васильевна Константинована, юбилей ячĕпе саламласа тав хучĕпе  парне парса чыс турĕ. Çавăн пекех «Шурă туя» клуб членне Борисов Геннадий Ивановича çуралнă кун ячĕпе саламларĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И.Н Аникинапа Елчĕк райăнĕнчи пенсии фондчĕн ертÿçи З.А.Яковлева кулленхи сиксе тухакан ыйтусем çине хуравсем пачĕç. Районти инвалидсен канашĕн председателĕ Иванов П.Н. çак паллă кун ячĕпе пуçтарăннă клуб членĕсене ăнăçусем сунса ăш сăмахсем каларĕ.

Районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем çепĕç юрăсемпе савăнтарчĕç. Ларуран клуб членĕсем  хавас  кăмăлпа саланчĕç.



15 ноября 2012
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter