Чи маттур Чăваш Ен çамрăкĕсене хĕсметре тăма Президент полкне ăсатнă

Паян Канаш хулинче çамрăксене салтака кайма хатĕрлекен Республикăн центрĕнче Раççей Федерацийĕн Хĕç пăшаллă вăйсенче Тăван çĕр-шыва сыхлама хĕсметре тăма «Пире Раççейе сыхлама шанаççĕ» девизпа торжествăлла майпа ăсатнă. Пулас салтаксене ку хутĕнче хĕсмете ăсатма тăванĕсемпе юлташĕсем çеç мар, республикăран та сумлă официаллă çынсем, вĕсен шутĕнче: Чваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕ Геннадий Федоров, республикăри военкомăн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Козюра тата ыттисем те пухăннă. Ку хутĕнче Чăваш Енре пурăнакан 15 çамрăка Президент полкнĕнче хĕсметре тăма май килĕ. Паллах, палăртнă полка лекме пысăк конкурс ирттернĕ. Кункурсра ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен, сăн питрен, тавра-курăмлăх, шкулта мĕнле вĕреннине, тăванĕсем енчен те çирĕп тĕрĕслесе чи маттур та хастаррисене суйласа илнĕ. Президент полкĕнче хĕсметре тăни çамрăксен малашнехи пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ утăм пулать. Иван Моторин салтаксене пехилленĕ май, юлашки 20 çул хушшинче кашни çул çĕр-шывра Призывниксен кунне паллă тунине палăртнă. Тăван çĕр-шыва чыслă сыхлама, Чăваш Республикин ятне, хăвăр чăваш пулнине манмалла маррине чĕнсе каланă. Юлашкинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ячĕпе чĕререн тав туса, пулас салтаксене асăнмаллăх пĕр-пĕринпе, тус-тăванĕсемпе çыхăну тытма карăс телефонне  парса чысланă. Салтаксене çакăн пекех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Вячеслав Калинкин пил сăмахĕсем каланă. «Чыса çамрăкранах упрама вĕренĕр», - тесе чĕнсе каланă. Митинг хыççăн официаллă хăнасем салтака каяссипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.



15 ноября 2012
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter