Тăвай районĕ: музей ĕçченĕсем канашларĕç

Канашри краеведени музейĕнче ĕçлекенсем нăрвашсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ăсталăхĕпе паллашма кăмăл турĕç. Семинар-канашлу Енĕш Нăрвашра иртрĕ.

Канаш хулипе район историйĕн аталанăвĕнче Енĕш Нăрваш çыннисем те хăйсен тÿпине хывнă. Нумайăшĕ кунта ĕçлесе хваттер илнĕ, хула çынни пулса кайнă. Сăмахран, 1960 çулсенче Канаш хулине ĕçлеме е тĕрлĕ училищĕсене вĕренме куллен Кибеч станцийĕнчен хула çум поезчĕпе 50–60 çын çÿренĕ. Вăл вăхăтра Нăрваша автобус çÿремен. Арçынсенчен нумайăшĕ вакунсем юсакан заводра (ВРЗ) тăрăшнă, ырă тĕслĕх кăтартнă. Калăпăр, Александр Дмитриевич Ильин ВРЗра сварщикре ĕçленĕ, завод коллективĕ çамрăк ĕçчене Канаш округĕпе СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Педагогикăри пирвайхи утăмсене Чăваш АССР халăх художникĕ М.С.Спиридонов Канашри педтехникумра пуçланă, 1950–1980 çулсенче Канашри педучилищĕре П.Меркурьев тата В.Ильин ĕçленĕ, вĕсем – Раççей халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем. Педучилище çумĕнчи тĕп шкулта О.Меркурьева та вăй хунă.

Канашри ДОСААФ автошкулĕн пуçлăхĕнче 1970–1990 çулсенче А.Васильев ĕçленĕ, “Чăваш Республикин транспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята, виçĕ хутчен СССР оборона министерствин грамотине тивĕçнĕ. ДОСААФ шкулĕнчи В.Ярмулин водитель-инструктора III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. Канашри ДРСУра асфальт сараканра тăрăшнă В.Федоров “Чăваш АССР тава тивĕçлĕ строителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ. В.Ефимова Канашри чугун çул çинчи узел больницинче нумай вăхăт ача-пăча врачĕнче ĕçленĕ, “Сывлăха сыхлас ĕç отличникĕ”, “Ĕç ветеранĕ” ятсемпе чысланă. Çак списока малалла та тăсма пулать. Кĕскен каласан, Канаш ен пурнăçĕн кирек мĕнле сферине илсессĕн те нăрвашсен тÿпи пысăк.

Хуларан килнĕ музей ĕçченĕсене пултаруллă çынсем çинчен пĕлме çав тери интереслĕ пулчĕ. Вĕсем историпе мемориал музейĕн залĕсенчи экспозицисемпе тĕплĕн паллашрĕç. Нăрвашсен ырă пуçарăвĕсемпе ĕçре усă курмалла, терĕç. Халĕ вĕсен музейĕ маларах “Мир” кинотеатр пулнă çурта куçнă. Тумалли кунта, паллах, чылай. Ĕçлес кăмăлĕ вара вĕсен пысăк.

Юлашкинчен музей ĕçченĕсем çавра сĕтел хушшине ларса хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тишкерчĕç, нăрвашсене ĕçлĕ те ăшă тĕл пулушăн тав сăмахĕ каларĕç, пĕр-пĕрне парнесем пачĕç.

Калаçăва О.Меркурьевапа унăн хĕрĕ Анна Павловна та (сăмах май каласан, вăл та Канаш хулинче суту-илÿ системинче бухгалтерта ĕçленĕ) хутшăнчĕç. Ольга Ильинична Енĕш Нăрвашра нумай çул музей директорĕ пулнă. Мăшăрĕ, Павел Меркурьевич Меркурьев, Канашри краеведени музейне йĕркелесе янă тапхăрта вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă, хăйĕн чылай картинине музее парнеленĕ. Паянхи кун та Меркурьевсем музейпа тачă çыхăну тытаççĕ.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу хыççăн музей ĕçченĕсем М.Спиридоновăн çамрăклăхĕ иртнĕ вырăна çитсе курма кăмăл турĕç. Çурта тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, анчах та сăн-сăпатне ылмаштарман. Унта асăну хăми (мрамортан) вырнаçтарнă. Пÿртĕнче – ĕлĕкхи сĕтел-пукан, сервант, чылай картинăпа сăн ÿкерчĕк. О.Меркурьева – М.Спиридоновăн мăнукĕ – кил-çурта йĕркеллĕ тытса тăрать. Хăнасене паллă художникăн кун-çулĕнчи тĕлĕнмелли самантсене аса илсе каласа пачĕ вăл.

Тĕл пулу вĕçленсе пынă май, музей ĕçченĕсем Ольга Ильиничнăна тав сăмахĕсем каларĕç, пурнăçра телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.



15 ноября 2012
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter