Каçал Ен районĕ: район хаçачĕн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!

Паян район хаçачĕн историйĕнче черетлĕ паллă кун – унăн 10000-мĕш номерĕ кун çути курать. Пĕрремĕш номерĕ вара «Паянхи сас» ятпа 1931 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче тухнă. Пархатарлă ĕçе пуçарса яракан Василий Миттана, Яков Зверева, Федор Румянцева ăшшăн аса илетпĕр. 1932 çулта вăл «Октябрь ялавĕ» пулса тăнă, 1997 çултанпа – «Каçал ен». Этемшĕн кăна мар, пичет изданийĕшĕн те самай пысăк тапхăрта, 81 çул хушшинче, хаçатра район аталанăвĕн историйĕ номерсерен çырăнса пынă. Вăл кăна-и? Очерксемпе тĕрленчĕксенче пин-пин çын шăпи тĕрленнĕ. Ĕç паттăрĕсемпе сумлă çынсен, хисеплĕ ватăсен, вĕренÿпе спортра маттур ачасен сăнĕсемпе те паллашма пултарнă, пултараççĕ те вулакансем.

Паллах, çак тапхăрта хăйсен шăпине, ĕçлĕ пурнăçне редакципе, типографипе çыхăнтарнисен шучĕ пине çитсе иртет те пуль. Журналистсен, кăларăмсене калăпланă çĕре хутшăнакансен, тĕплĕн вуласа йăнăшсене тÿрлетекен корректорсен, полиграфистсен миçе ăрăвĕ улшăннă сакăр теçетке çулта;.. Бухгалтери ĕçченĕсĕр, водительсĕр, пÿлĕмсене тирпейлекенсĕр, çурта хутса ăшăтакансăр та май çуках. Самана уттине шута илсе редакторсем коллективран район пурнăçне нумай енлĕн, тĕрĕс, туллин çутатма ыйтнă. Çакă обществăн, тăван тăрăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма чылай пулăшнă. Пирĕн район хаçатĕнче Чăваш Республикинче хисеплĕ ят çĕнсе илнĕ çыравçăсемпе журналистсем чылайăн ĕçленĕ. Эпир Чăваш АССР халăх писателĕсемпе Лаврентий Таллеровпа, Денис Гордеевпа, Геннадий Мальцев писательпе, Виталий Шемекеев поэтпа, паллă журналистпа Геннадий Уткинпа мăнаçланатпăр. Николай Квасов, Никандр Афанасьев, Валерий Михайлов, Владимир Григорьев, Алексей Зайцев редакторсем те хаçат кун-çулне мĕн те пулин çĕнни, ырри илсе килнех. Редакцире чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă Н.К.Скворцова, В.С.Воробьевăна, В.П.Тимофеевăна, З.Н.Соловьевăпа Л.Д.Бариновăна, В.А.Чубаева, В.В.Гаврилова тата ыттисене, ку тĕнчерен уйрăлнисене те яланах ырăпа аса илетпĕр.

«Каçал ен» эрнере икĕ хутчен тухать. Редакци ĕç-хĕлне хакланă чухне хаçатăн пахалăхне те тĕпе хунине шута илсе вăй хуратпăр. Паянхи коллектив вун виçĕ çынран тăрать. Пай заведующийĕ Алевтина Ефремова, яваплă секретарь Мария Илларионова тата Наталья Медведева корреспондент хаçат интереслĕ, пуян содержаниллĕ тухтăр тесе тĕрлĕ организаци-предприятие çитеççĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсемпе, сумлă ватăсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулаççĕ, вулакансен кăмăлне каймалла материалсем хатĕрлеççĕ. Электронлă калăплав операторĕ Ольга Николаева хăйĕн ĕçĕнче чăннипех ăста. Ал çырусене йăпăр-япăр наборлать, материалсене миçемĕш страницăна, миçе колонкăна, ăçта вырнаçтармаллине кирек хăш вăхăтра ыйтсан та каласа пама пултарать вăл. Людмила Баринова корректор хаçат йăнăшсемсĕр тухтăр тесе нумай çул тимлет. Учрежденин финанс ĕçĕ-хĕлне тĕп бухгалтер Татьяна Мамуткина пурнăçласа пырать, Любовь Романова делопроизводитель-кассир унăн «сылтăм алли» тесех калама пулать. Владимир Тимофеев водитель автомашинăна юсавлă, кашнинчех рейса тухма хатĕр тытать. Кабинетсенче ларнипе çеç лайăх материал хăйне хăй çырăнмасть çав. Ольга Павловăна пула редакци çуртĕнче тирпейлĕх хуçаланать, Дмитрий Никитин оператор вара çуртра ăшă пултăр тесе тăрăшать.

2009 çулта редакци автономи учрежденийĕн статусне илчĕ. Саккун тăрăх, унăн хăйне тытса тăма кирлĕ укçа-тенкĕн пысăкрах пайне хăйĕн ĕçлесе илмелле. Акă 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, редакци 2 миллион ытла тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çак суммăна учрежденин пурлăхне тытса тăма, ĕç укçи тÿлеме, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ çĕре, сотрудниксен ĕç условийĕсене аванлатма тăкакланă.

Энергоносительсем, типографи расхучĕ тата хут хакĕ пĕрмаях ÿссе пыраççĕ пулин те, редакци хаçат хакне ÿстерсе ярас мар тесе тăрăшать. Акă, хальхи вăхăтра «Каçал енĕн» çырăнтару хакĕ – 199 тенкĕ те 80 пус. Çур çулта вăл 52 хутчен тухать, апла пулсан, райхаçатăн пĕр номерне вулакан 3 тенкĕ те 84 пуспа илсе тăнине пĕлтерет çакă. Çав вăхăтрах унăн хăйхаклăхĕ самай пысăкрах.

«Каçал ен» хаçат ĕçченĕсене, вулакансене, пирĕн пата çырса тăракансене, почта ĕçченĕсене 10000-мĕш номер тухнă ятпа ăшшăн саламлатăп. Çыхăну малашне те çирĕп пултăр, пĕр-пĕрне ăнланса пурнăç çулĕпе малалла утар.



16 ноября 2012
13:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter