Кăткăс ыйтуллă объектсенче ĕçе вĕçне хĕрне çити çитерме ĕç ушкăнĕ майсем пăхса тухнă

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Çĕнĕ Шупашкарти Советская урамĕнчи 198 хваттертен тăракан 63-мĕш çурта çитнĕ. Çĕнĕ çурта кĕçех 201 пая кĕрсе улталаннă  çын пурăнма куçĕ. Аса итеретпĕр, хăй вăхăтĕнче ăна çĕклесе лартма «Формула успеха» фирма тытăннă, анчах та хăй çине илнĕ яваплăха пайçăсем умĕнче тӳрре кăларайман. Республикăри Строительство министерствипе вырăнти влаç çине тăрса ĕçленине кура çынсен кĕтнĕ ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнă. Çынсем палăртнă тĕллевсене вĕçне çитиех çитерме килĕшнĕ. Стройка ĕçĕ вăйа кĕрсе пынă, хушма укçа-тенкĕ хывнă. Палăртма та кăмăллă, паян вĕсем хăйсен хăтлă хваттерĕсене куçма хатĕр.

 Иван Моторин йĕркелесе пыракан проблемăлла объектсене тĕрĕслесе тăракан ĕç комиссийĕ Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче республикăри мĕн-пур йывăрлăх кăларса тăратакан объектсене сӳтсе явнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Громов пĕлтернĕ тăрăх, строительсен айĕпне пула, çынсене шар кăтартакан объектсем палăртса хунисем - 8 шутланать, вĕсенчен 7-шĕ Шупашкарта, пĕр обьект Çĕнĕ Шупашкарта. Тата пĕтĕмĕшле 375  çын ыйтăвне татса памалла. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Сироткин Çĕнĕ Шупашкарти вăраха тăсăлакан тепĕр çурт шăпине те çав майпах 2013-мĕш çулăн икĕмĕш çур çулне кĕриччен татса пама май пуррине шантарнă.  Çавна май тепĕр 23 çын хваттерлĕ пулĕ.

Çулталăк вĕçленнĕ çĕре Шупашкар хулинчи Чернышевский урамĕнчи çуртсене, 2013-мĕш çул вĕçне Эльгер урамĕнчи çурта хăпартса лартма пăхса хăварнă. Канашлура Шупашкар хулинче Фучик тата ытти уйрăм палăртса хунă урамсенче вырнаçнă çуртсенче, вăраха янă строительсен ĕçĕсене çивĕч тишкернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  çурт-йĕр ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама, Çĕнĕ Шупашкарсен опычĕпе усă курса палăртнă тĕллевсене вĕçне çити çитерме хушса хăварнă.



16 ноября 2012
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter