Пысăкрах - эппин, пахарах, вăйлăрах

Юлашки вăхăтра республикăри сиплев учрежденийĕсене пĕрлештерес-пысăклатас туртăм куç кĕрет палăрать. Чылай çĕрте ку ĕçе пурнăçларĕç те ĕнтĕ, кунпа кăна çырлахасшăн мар. Çак ĕç пĕлтерĕшĕ-тĕллевĕ пирки ЧР Правительствин пуçлăхĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла САМОЙЛОВА каласа пачĕ.

- Сывлăх сыхлавĕн министерствине пăхăнакан сиплев учрежденийĕсене çĕнĕлле йĕркелессине кăçалхи кăрлачран пуçларăмăр, - терĕ Алла Владимировна. - Ун чух муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи учрежденисем республика харпăрлăхне куçрĕç. Çавна май вĕсене пурне те пирĕн министерство йышăнчĕ.

Çийĕнчен пĕчĕк больницăсене пысăккисемпе пĕрлештертĕмĕр. Муркаш районĕнчен пуçларăмăр. Районăн тĕп больници 40 пин çын ыйтăвне тивĕçтернĕ. Сĕнтĕрти вара - 8 пин çыннăнне. Иккĕшĕнче те администраци, тĕп бухгалтер, хуçалăх служби пулнă, больницăсен хушшинче 20 километр та çук! Икĕ учреждение пĕрлештернĕ май управлени тĕлĕшпе пĕр политика тытса пыма меллĕ, пĕр хуçалăх служби ĕçлет. Çав вăхăтрах пĕр врача та, пĕр медсестрана та чакарман. Паллах, пысăклатса вăйлатнă учрежденире медпулăшу пахалăхĕ те лайăхрах. Çийĕнчен çынсене сиплемелли вырăнсем çавăнтах юлнă.

Çĕмĕрлере лару-тăру ыйтуллăччĕ. Районăн тĕп больници района пăхăннă, хула больници - хулана. Çапла вара районта поликлиника пулман. Хулара поликлиника пулнă, анчах стационар çукчĕ. Çав вăхăтрах иккĕшĕн те - хуçалăх служби, администраци. Вĕсем çывăхра вырнаçнине пăхмасăрах. Район, хула, ачасен больницисене пĕрлештертĕмĕр - территорисен пĕрлехи центрĕ, районпа хула çыннисене сиплекенскер, çуралчĕ. Кунта та пĕр хуçалăх служби йĕркеленнĕ, медиксем вырăнтах юлнă.

Канашра та çак çулпах кайрăмăр - ачасен тата çитĕннисен больницисене пĕр тытăма пĕтĕçтертĕмĕр. Васкавлă медпулăшу станцийĕ тĕлĕшпе те çакăн пек йышăну турăмăр. Вăрттăнлăх мар, станцисене халĕччен территори принципне тĕпе хурса йĕркеленине кура район-хула чиккисенче тавлашусем пулкаланă, унти çынсене хăшĕн пулăшмаллине татса парайман. Вĕсене пĕр тытăма пĕрлештертĕмĕр, васкавлă медпулăшăвăн мĕн пур машинине ГЛОНАСС системăпа тивĕçтертĕмĕр. Халь - пĕр служба, пĕрлехи диспетчер управленийĕ, çавна май пулăшу кирлĕ çĕре кам каясси тавлаштармасть.

Халĕ Çĕнĕ Шупашкарти перинаталь центрне тата ачасен больницине пĕрлештерес ыйтупа ĕçлетпĕр. Унта вăхăт çитмесĕрех çуралнă ачасен сиплевĕн иккĕмĕш тапхăрне тивĕçтересси йывăрччĕ, перинаталь центрĕнче халĕччен çак тапхăр пулман, интенсивлă терапи койкисем кăначчĕ. Йĕркелес - лаптăксем çитмеççĕ, кирлĕ условисемпе тивĕçтерме май çук. Çавăнпа пĕчĕкскерсене Шупашкарти Президентăн перинаталь центрне илсе килме тивнĕ. Çав вăхăтрах центрпа больница юнашарах, çул урлă, вырнаçнă. Вĕсене пĕрлештерни перинаталь центрĕшĕн лайăх пулĕ, ытла та ир çуралнă пепкесене пăхма условисем пулаççĕ. Аса илтерем: кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 500 грампа танлашакан виçепе çуралакан пепкесене те пăхса çитĕнтермелле - вĕсем те ачасем. Хĕрарăм, ача консультацийĕсем вырăнтах юлаççĕ.

Шупашкарти БСМПпа «Çурçĕр» клиника пĕр тытăмра пулаççĕ. Васкавлă медпулăшу больницинче йывăр патологиллĕ çынсене васкавлă пулăшу кÿме меллĕ. Çынсене малалла сиплеме, реабилитаци йĕркелеме вара клиникăра лайăхрах. Ку тĕслĕхре чирлисен юхăмĕ çĕнĕлле йĕркеленет. Паллах, тивĕçлĕ службăсем пĕр тытăмра пулни ĕçе лайăхрах йĕркелеме пулăшĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти тата Шупашкарти стоматологи поликлиникисене пĕрлештерессине пуçартăмăр - татăклă йышăну туман-ха. Кунта пĕр енĕпе ĕçлекен пĕрлехи служба тăвасси пирки сăмах пырать. Унашкаллисем пирĕн пур вĕт: туберкулезпа кĕрешекен, юн илекен службăсем, психиатри служби, наркодиспансер... Тĕп учреждени - Шупашкарта, вырăнсенче вара - унăн филиалĕсем. Юридици тĕлĕшпе те пĕр вертикаль пулни нумай ыйтăва çăмăлрах татса пама май парĕ. Халăхшăн вара медпулăшу пахалăхĕ лайăхланни пĕлтерĕшлĕ, сиплев учрежденийĕ кама пăхăннине вăл пĕлмессе те пултарать - уншăн сиплев ĕçĕ тивĕçлĕ шайра пултăр.

Тĕрĕссипе, çак ĕç пирки çĕнĕ тееймĕн. Сывлăх учрежденийĕсене пысăклатасси-пĕрлештересси чылай çул каяллах пуçланнă - ача çуратмалли çуртсене пысăклатнинчен. Ун чух пĕчĕккисене хупнă, районсен пĕрлехи учрежденийĕсене туса хунă. Çакă чылайăшне калаçтарнăччĕ, кăмăлсăрлантарнăччĕ. Анчах пурнăç çак утăм тĕрĕс пулнине çирĕплетрĕ: пысăкрах, тивĕçлĕ оборудованипе, лайăх кадрсемпе тивĕçтернĕ учрежденисенче медпулăшу пахалăхĕн шайĕ те çÿллĕрех. Пĕлтĕр республикăн тин çуралнă ачасем вилессин кăтартăвĕсем çĕр-шывра чи пĕчĕккисем пулнинче асăннă йышăну витĕмĕ те пысăк.

Учрежденисене пĕрлештернĕ май хуçалăх службисен ĕçченĕсен шучĕ чакать те - укçа та перекетленет. Вăл, паллах, çав учрежденисенчех юлĕ, унпа тĕрлĕ статьяпа усă курăпăр - оборудовани туянма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама, медиксен ĕç укçине ÿстерме. Шалу тенĕрен, республикăра врачсен вăтам ĕç укçи паян 23 пин тенкĕпе танлашать. Чăн та, уйрăмлăх пысăк: тин çеç ĕçлеме килнĕ врач шалăвĕ 7 пин тенкĕрен пуçланать, пысăк стажлă, степеньлĕ-категориллĕ врачсен чылай пысăкрах - 50-60 пин тенкĕ таранах пулма пултарать.

Перекетленнĕ укçапа врачсем çитменнине саплаштарма пулать-и тенĕрен, вĕсем валли пирĕн ахаль те укçа пур. Ыйтăвĕ - медиксем сиплев учрежденийĕсене кайма çунманнинче. Ку - патшалăх шайĕнчи çивĕч ыйту. Калăпăр, пирĕн медицина факультечĕ те специалистсене çителĕклĕ хатĕрлет. Анчах вĕренсе тухакансен 30% çеç медицина отрасльне каять.





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter