"Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!"

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ - Призывниксен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - хĕсметре тăрассин ят-сумне ÿстересси, çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парасси. Шăп уяв кунĕнче рес­пуб­ликăри çамрăксен призыв­чченхи хатĕрленĕвĕн центрĕнче /Канаш хули/ чăваш каччисене Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне ăсатрĕç. Çак мероприятие, «Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!» девизпа иртнĕскере, яшсен тăванĕсемпе юлташĕсем çеç мар, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, федерацин Чăваш Рес­публикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, ЧР çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Козюра, сумлă ытти хăна хутшăнчĕç.

Кăçалхи кĕркунне те, маларахри çулсенчи пекех, Чăваш Енри 15 призывник салтак тивĕçне Президент полкĕн­че пурнăçлĕ. Унта лекес текен йышлă, анчах вĕсен малтан хăйне евĕрлĕ конкурс витĕр тухма тивет. Кандидатсене суйланă чухне йăлтах шута илеççĕ. Вĕсен сывлăх тата кăмăл-сипетпе психологи тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла, хăйсен тата çемье членĕсен судпа айăпланмалла мар, шкулта лайăх вĕренни те пĕлтерĕшлĕ. Йĕкĕтсен сăн-питне те, кĕлетке çÿллĕшне те пăхаççĕ. Президент полкĕнче тăни яшсене пурнăçра яланах пулăшса пырĕ. Çакна тин çеç çартан таврăннă 15 каччă та - вĕсене шăп çулталăк каялла Раççей Федерацийĕн федераци хурал службин Мускаври Кремль комендатурин Президент полкне салтак тивĕçне пурнăçламашкăн ăсатса янă - палăртрĕç. Ушкăн ертÿçи Сергей Миронов Иван Моторина хăйсем çарта пулнă вăхăтра чăваш ятне яманнине пĕлтерчĕ. Иван Борисович вĕсене çакăншăн тав турĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пирĕн çĕр-шывра Призывник кунне 20 çул паллă тунине каларĕ, кăçал салтака кайма ят тухнисене ăнăçу сунчĕS

- Пирĕн çĕр-шыва - Раççей Федерацине - тивĕçлĕн тата чыслăн хÿтĕлĕр. Асра тытăрS эсир - Чăваш Республикин призывникĕсем, - терĕ. Вăл каччăсем патне Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне çитерчĕ тата парне - карас телефонĕ - пачĕ. Ку парне салтак тумне тăхăннисемшĕн питех те вырăнлă пуласси каламасăрах паллă.

Яшсене федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕпе Геннадий Федоровпа ЧР çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Козюра та лайăххине çеç сунчĕç, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси кашни арçын тивĕçĕ пулнине, çар вăл чăн-чăн пурнăç шкулĕ иккенне аса илтерчĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Вячеслав Калинкин инçе çула пуçтарăннă каччăсене салтак чысне çамрăкран упрама хушрĕ. Çар ретне тăма хатĕрленнĕ Викторăн ашшĕ Константин Орлов та призывниксене çар пурнăçĕн пĕтĕм тĕрĕслевĕ витĕр чыслăн тухма, аслисенчен - хăйсен ашшĕсенчен, кукашшĕ-аслашшĕнчен - тĕслĕх илме сĕнчĕ.

Çĕмĕрле районĕнче çуралса ÿснĕ Николай Круглов хăй шăпах Президент полкне лекнĕшĕн савăннине пĕлтерчĕ, Хĕç-пăшаллă Вăйсен ретне паян-ыран тăракан каччăсем аслисен шанăçне тÿрре кăларĕç тесе çирĕплетрĕ. Канаш районĕнче çитĕннĕ Александр Смолов И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕреннине пăхмасăрах хăй ирĕкĕпе çара кайма кăмăл тунă. Вăл та хăйне Президент полкне суйласа илнĕшĕн хĕпĕртет, ку чăнласах та пысăк чыс тесе палăртать.

Савăнăçлă мероприяти хыç­çăн граждансене çар службине хатĕрлес ыйтусемпе ведомствăсен хушшинчи канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Енри 2012 çулхи кĕрхи призывпа çыхăннă лару-тăрăва сÿтсе яврĕç.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter