Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççейри регионсен аталанăвĕн министрĕпе Игорь Слюняевпа тĕл пулнă

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн регионсен аталанăвĕн министрĕпе Игорь Слюняевпа курнăçнă. Тĕл пулура республика территорийĕнче федераци программисене пурнăçлассипе, пурăнмалли çурт-йĕр строительствине пулăшассипе, çавăн пекех Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.Михаил Игнатьев федераци министрне пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре экономкласс шутланакан çурт-йĕр строительствине вăй памалли норма акчĕсене хатĕрленĕ. Республикăн патшалăх тата муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи çĕр резервне йĕркелеççĕ. Çак лаптăксене инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерме палăртнă, вĕсене пĕчĕк бюджетлă çурт-йĕре комплекслă майпа тăвакансене парасшăн. Çак мерăсем çурт-йĕрĕн тăваткал метрĕн хакне палăрмаллах чакарма май парĕç. Федерацин строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх агентствине «пилот» шайĕнче республика территорийĕнче пурнăçлама палăртакан, экономкласс йышши çурт-йĕр тумалли виçĕ проектпа заявкăсем ярса панă та ĕнтĕ. Çак проектсене пурнăçа кĕртни экономкласс йышши 101,5 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма, 1850 ытла çемьен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма май парĕ.

Игорь Слюняев Чăваш Енĕн çурт-йĕр строительствинчи çитĕнĕвĕсене палăртнă май республика пĕчĕк бюджетлă тата сахал хутлă çурт-йĕр тăвакан «пилот» регионĕсен шутне кĕрессе шанни çинчен каланă. Республика федерацин территорисене планламалли паха тытăм йĕркеленĕ, кашни хула тата ял тăрăхĕн çирĕплетнĕ аталану генпланĕ пур субъекчĕсен пысăк мар йышне кĕнине палăртнă.

Министр Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе, тăлăх ачасене тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе пурнăçланă ĕçе пысăка хурса хакланă, хăй енчен пулăшма шантарнă. «Чăваш Ен федераци программисене пурнăçлама хутшăнакан субъектсемшĕн эталон пулса тăрать», - тенĕ вăл.

Республикăн тата муниципалитетсен влаç органĕсен ЖКХ сферинчи ăнăçлă ĕçне те ырланă. Министр çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра лайăх пуçланăшăн тав тунă, Чăваш Ен тĕлĕшпе ку енĕпе ыйтусем çукки çинчен каланă. Чылай ытти регион тĕлĕшпе вара вĕсем пур. Çавăн пекех республикăра коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен чи пысăк чикки урлă каçманнине, çав вăхăтрах граждансен тĕрлĕ категорийĕ валли çирĕплетнĕ субсидисене тÿлессипе çыхăннă обязательствăсене вăхăтра пурнăçланине палăртнă.

Михаил Игнатьев Регионсен аталанăвĕн министерствине республикăн Çĕнĕ Шупашкарти йăлари хытă каяшсене тирпейлекен полигон строительствин проектне пурнăçлама пулăшнăшăн тав тунă, Правительство комиссийĕ ун валли Раççей Федерацийĕн Инвестици фончĕн бюджет ассигнованийĕсене парассине ырланă.



19 ноября 2012
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter