Чăваш Енре нумай функциллĕ центрсем вăй илсе пыраççĕ

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Енре нумай енлĕ центрсен тытăмне аталантарасси çинчен Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Инна Антонова пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра нумай функциллĕ центр республикăри 16 муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ĕçлет. Тĕслĕхрен, çулталăк пуçланнăранпа Шупашкарти МФЦра 150 пин ытла çын пулăшусемпе усă курнă. 2012-мĕш çулта  Чăваш Республикинче 18 муниципалитетра нумай функциллĕ центрсене хута яма палăртса хунă. 2013-мĕш çулта республикăри мĕн пур хулапа районсенче «пĕр чӳрече»  йышши ĕçсемпе туллин усă курма палăртнă. 2012-2013-мĕш çулсенче республикăри çул-йĕр ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕсен министрĕ Михаил Янковский паллаштарнă. Чăваш Республикинче хутса ăшăтмалли схемăсене йĕркелес ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Громов калаçнă. Министр палăртнă тăрăх, 2012-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕш тĕлне 70 поселенипе 5 хула йышши округра ăшăпа тивĕçтермеллин схемине Федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетсе йышăннă. Ыттисенче 2012-мĕш çул пĕтнĕ тĕле пуринче те палăртнă ĕçе вĕçлеме йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче ĕçе лайăх йĕркеленине палăртса хăварнă  Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Громов. Министр хăйĕн сăмахĕнче электроэнергие перекетлеме май паракан ĕçсем çинче те чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн электроэнерги çинчен калакан саккунĕсене хăш-пĕр уйрăмлăхсем   кĕртнине палăртса хăварнă. 2012-мĕш çулхи  чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан власть органĕсен ведомствине  кĕрекен организацисенче 98,21 процент таран электроэнерги кăтартăвне тĕрĕслес тĕллевпе договорсем туса хатĕрленĕ.  Палăртса хунă ĕçе çулталăк вĕçĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. Ку енĕпе Вăрнар тата Элĕк  администрацийĕсем лайăх ĕçленине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин энергоаудит ирттерессипе договорсене муниципалитетсенче кирлĕ пек шайра туса хатĕрлеменнине палăртса хăварнă. Кирлĕ пулсан ĕçе вырăна тухса йĕркелемеллине çирĕппĕн асăрхаттарнă Чăваш Ен премьер-министрĕ.  



19 ноября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter