Вăрнар районĕ: çамрăк шашка ăстисем Тутарстан Республикин первенствине хутшăннă

Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Ирина Иванова хĕрарăмсем хушшинче шашка енĕпе иртнĕ республика турнирĕн чемпионĕ пулса тăнă.

10-мĕш класс хĕрачи маларахри çулсенче ку турнирта аслă хĕрарăмсем хушшинче шкул ачисенчен пĕчченех вылярĕ, темиçе çул харăс кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. Кăçал вылякансен ушкăнĕнче çамрăксем татах пулнă. Иринăн çапах та пуринчен лайăх результат – пĕрремĕш вырăн!

Çак кунсенче çамрăк шашка ăстисем Тутарстан Республикин первенствине хутшăннă. Ирина Иванова унта та абсолютлă чемпионка пулса тăнă. Пĕр вăйă кăна никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ, ыттисенче пултаруллă хĕрача пурне те парăнтарнă.

Григорий Иванович Степановăн тепĕр вĕренекенĕ, тĕнче чемпионачĕн бронза призерĕ Танзиля Замалиева, 8 çулчченхи 12 хĕрача хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Халĕ хĕрачасем пĕтĕм вăйран февральте Ярославльте пулакан Раççей первенствине кайма хатĕрленеççĕ. Укçа-тенкĕ енчен пулăшсан, вĕсен ку турнирта та лайăх результатсемпе савăнтарас шанăç пур.



19 ноября 2012
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter