Цифрăсем - ÿсĕмлĕ, калăпăш - кăтартуллă

Ку ыйтусенчен чылайăшне Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ саккăрмĕш сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕн кун йĕркине сĕниччен малтанах профиль комитетсенче тĕплĕ тишкернĕ, хушăмсемпе улшăнусем кĕртнĕ, тÿрлетÿ таблицисем хатĕрленĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ документпа - Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи республика бюджечĕн проекчĕпе - халăх итлевне те ирттернĕ. Паллах, кунта тавлашуллă самант сахал мар пулнă, оппонентсенчен кашниех хăйĕн шухăшне шута илме ыйтнă. «Тавлашура чăнлăх çуралать» тенĕн - çакă çитес çулхи тата малашнехи бюджет проектне тĕплĕ тата пур енлĕн хатĕрлеме май панă. Çапах та унччен чăваш парламентарийĕсем Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013 тата 2014 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕпе ĕçлерĕç. Ăна та тĕрлĕ «ала» витĕр кăларнă. Кун йĕркине кĕртме Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннĕ. «Финанс çулталăкĕ вĕçленсе пырать, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков. - Хамăр мĕн тунине хак пама вăхăт...»

Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх - кăçалхи цифрăсем ÿсĕмлĕ, ĕç калăпăшĕ кăтартуллă. Пурин çинче те тĕплĕ чарăнса тăмасăр Чăваш Республикин 2012 çулхи бюджечĕ тупăшпа та, тăкак енĕпе те 597,6 млн тенкĕ ÿснĕ. Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмĕнчи уйрăм бюджетсенчен республикăна тавăрса памалла мар килнĕ укçа-тенкĕ çапла тума май панă. Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн Бюджет саккунĕпе пăхса хăварнă хăш-пĕр бюджет ассигнованийĕн калăпăшне /сăмахран, патшалăх гарантийĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе - 139,5 млн, патшалăх парăмне татмалли тăкакăн калăпăшне пĕчĕклетсе пынипе - 147,0 млн тенкĕлĕх/ чакарма май килнĕрен перекетленĕ укçа-тенкĕпе урăх тĕллевсемпе усă курма йышăнчĕç. Республика шайĕпе шутласассăн, тен, ку пысăках та мар сумма, анчах - витĕмлĕ тĕрев. Темиçе отрасле илĕпĕр: ял хуçалăх производствине пулăшма 99,2 млн тенкĕ кайĕ, пурăнмалли çурт-йĕр фондне - 140,4 млн хывĕç, вĕренÿ /80,0 млн/, физкультурăпа спорт /40,2 млн/, культура /12,5 млн/, коммуналлă хуçалăх /18,3 млн тенкĕ/ объекчĕсем тума-юсама уйăрĕç. Уйрăм категорири çынсене социаллă хÿтлĕх кÿме хушма 56,4 млн тенкĕ çитĕ, вăл шутран: ĕç ветеранĕсем валли - 25,7 млн тенкĕ, ялта ĕçлеме кăмăл тунă специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлев тăкакне саплаштарма - 24,7 млн, социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисене пулăшма - 4,7 млн тенкĕ.

Бюджет çинчен каланă чухне цифрăсенчен пăрăнса иртеймĕн. Вĕсем ытти енĕпе те ÿсĕмлĕ пулнипе, тĕрлĕ сферăпа отрасле укçа-тенкĕ ытларах уйăрнипе палăрса тăраççĕ. Хамăр сăмаха çирĕплетме çаксене те асăнса хăварар. Асăннă тапхăрта, 2012 çул вĕçлениччен уйăх çурă пулин те, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне модернизацилемелли Программăри мероприятисене пурнăçлама - 145,2 млн, шкул умĕнхи вĕренÿ тытăмне лайăхлатма - 23,5 млн, вăрман пушарне сÿнтермелли ятарлă техника туянма - 25,2 млн, уйрăм категорири çынсен коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевне саплаштарма - 288,7 млн, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа е хваттерпе тивĕçтерме - 22,7 млн, медицина ĕçченĕсене компенсаци тÿлеме 47,0 млн тенкĕ уйăрни те тĕрлĕ шайри çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннине çирĕплетет. Агропромышленноç комплексне, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене мĕн чухлĕ пулăшнине, общество транспорчĕ валли миçе техника туяннине, федерацин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси çинчен» çум программăна пурнăçлама мĕн чухлĕ укçа хывнине тата ыттине эпир хальхинче асăнмарăмăр. Çакна пĕлтерме вара питĕ кăмăллă: юлнă уйăхра республика бюджечĕн «енчĕкне» федераци хыснинчен тавăрса памалла мар хушма 856 млн тенкĕ кĕмелле.

Кĕскен калас тăк - улшăнусем кĕртнĕ май республикăн кăçалхи бюджечĕн параметрĕсем çапла пулаççĕ: тупăш кăтартăвĕпе 32507,7 млн тенкĕ /çулталăк пуçламăшĕнче планпа палăртнинчен 22,4% нумайрах е хушăм укçа çине куçарсан - 5944,0 млн тенкĕ, çав шутран хамăр республикăн тупăшĕн ÿсĕмĕ 11,1%. Ку - 1846,5 млн тенкĕ нумайрах/, тăкак тĕлĕшпе - 36700,4 млн тенкĕ /ÿсĕм - 33%, е 9101 млн тенкĕ/. Дефицит - 4192,7 млн тенкĕ. Кунта улшăну çук.

Саккун проектне иккĕмĕш вулавпа вăя кĕртнĕ чухне 44 депутатран 38-шĕ уншăн сасăларĕ. Тăхтав хыççăн вĕсем «Чăваш Республикин 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен» /пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç/, «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территорири фончĕн 2013 çулхи тата планпа пăхнă 2014 тата 2015 çулсенчи бюджечĕ çинчен» тата «Чăваш Республикин бюджетăн право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕсемпе ĕçлерĕç. Унсăр пуçне иккĕмĕш вулавпа Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи ĕç тата вăрçă ветеранĕсене, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене социаллă пулăшу кÿресси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне йышăнчĕç.

Сесси кун йĕркине 20 ыйту кĕртнĕччĕ. Вăл шутра - «Универсал электрон картти çинчен», «Документсен обязательнăй экземплярĕ çинчен», «Миравай судьясене çирĕплетесси çинчен», «ЧР Патшалăх Канашĕн тăкакĕсен смети çинчен» тата ыттисем. Вĕсенчен чылайăшĕ юридици вăйĕ илчĕ. Сессин иккĕмĕш тапхăрĕ чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче ĕçлĕ.





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 ноября 2012
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter