"Чуна кахалланма ан пар"

Çакнашкал курав уçăлчĕ ĕнер Чăваш наци музейĕнче. Ăна юбилярсене - журналистика маçтăрĕсене Валентинăпа Михаил Ивановсене - халалланă.

Кăçал ахах туя паллă тунă мăшăр çур ĕмĕр ĕнтĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлет. Вĕсем пĕрле васкавлă пин ытла информаци, очерк-статья, интервью, репортаж хатĕрленĕ. Шупашкарта, Мускавра, Венгрире вĕсен 30 ытла тавра пĕлÿ кĕнеки тухнă. Вĕсен ячĕсем Чăваш Республикин тата Пĕтĕм тĕнчери энциклопедисене кĕнĕ. Михаил Ивановичăн ячĕ вара «Раççейри чи паллă çынсем» энциклопедире те пур. Иккĕшĕ те «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕсене, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕсене тивĕçнĕ.

Пĕрлехи кĕнекесем, тавра пĕлÿ ыйтăвĕсем, журналистика тĕпчевĕсем, Андриян Николаев космонавтăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланни пĕрлештерет Ивановсене. Ахальтен мар вĕсемS «Пире питĕ ăннă. Пирĕн журналист биографийĕ унăн паттăрлăхне çутатнинчен пуçланнă», - теççĕ. Ара, «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ шăпах Михаил Иванова, Чăваш радио вара Валентина Ивановăна наци паттăрĕ космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ хыççăн тăван республикăна килнине çутатма шаннă.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче çуралса ÿснĕ Михаил Иванов 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине кайнă. Каярах Ленинград университетне пĕтернĕ, 40 çул ытла «Советская Чувашия» хаçатра тăрăшнă. 15 çул асăннă кăларăмăн редакторĕ пулнă. Халĕ - Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕ.

Валентина Андреевна ИТАР-ТАСС кор­респонденчĕ пулнă май паянхи кунчченех Чăваш Енри пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки материалсем хатĕрлет. Ивановсем статьян тĕп геройне ăнăçсăр сăмахпа кÿрентерес марччĕ, фактсене тĕпе хурса çырасчĕ теççĕ. Пултарулăхри тĕп тĕллевĕ - пĕр йĕрке те пулин çырмасăр пĕр кун та пурăнмалла мар тата яланах кирлĕ вырăнта кирлĕ вăхăтра пулма пĕлмелле. Çемьен тĕп девизĕ вара - «Чуна кахалланма ан пар». Ахальтен мар вĕсем выставкăна та çапла ят панă.

 Роза АНАТОЛЬЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 ноября 2012
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter