Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Ĕçчен хресченсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене тулин пурнăçланă»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  республикăн агропромышленноç комплексне çĕклеме пулăшакансене Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламланă. Тыр-пул çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕ­рлĕх пăхакансем тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне пухăннă. Уявра  «Акконд», «Ликероводочный завод «Чебоксарский», «Ядринмолоко», «Вурнарский мясокомбинат», «Маслосырбаза» уçă акцмонерлă обшествăсен тата ыттисен  куравĕсемпе паллашма май пулнă. Мероприятире чăвашсен ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен çимĕçĕсем пахалăхĕ енчен чи пысăк шайра тăнине кашниех курса ĕненнĕ. Уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов уçнă. 2012 çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май, çулталăк ях хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çăмăлах мар пулнине палăртнă. Патшалăх вăхăтра пулăшни йывăрлăхсене çĕнтерме май панине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă ял хуçалăх ĕçченĕсене, ветерансене  йăлана кĕнĕ уявпа саламланă. «Хресчен ĕçĕ кирек хăçан та çăмăл пулман, çапах çав вăхăтрах ку ĕç чи хисепли шутланнă, вĕт вăл патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çине кăна мар, общество, кашни çемье тата кашни уйрăм çын хăйне мĕнлерех туясси çине те тӳрремĕнех витĕм кӳрет. Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене туллин пурнăçланă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Влаç органĕсен, таврсем туса кăларакансене валли, хăйсен çимĕçĕсене нимĕнле чăрмавсăр та халăх патне илсе çитерме майсем тупса памаллине  палăртнă. Ял çыннисене пулăшас тĕллевпе, паян шăпах, çĕнĕ 100 фельдшерпа-акушер пункчĕсем уçма май паракан Указа ал пусса çирĕплетнинĕ хыпара пĕлтернĕ. Сăмаха май, паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн çуралнă кунĕ, ăна саламласа  Михаил Игнатьев асăнмалăх Чăваш Республикин патшалăх символикĕллĕ сехете парса чысланă. Производствăра малта пыракансем çĕр-шыв тата республика наградисене тивĕçнĕ. Чăваш Ен экономикинче агропромышленноç комплексĕ паллă вырăн йышăнать, çавна пулах «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлас енĕпе пирĕн республика чи лайăх регионсенчен пĕри шутланать. Патшалăхăн витĕмлĕ пулăшăвне пула Чăваш Республикин аграри секторĕ, ĕç кăтартăвĕсене çулсерен лайăхлатса пырса, кал-кал аталанать. 2012 çулта республикăн аграри секторне 5,7 миллиард тенкĕ ытла кредит ресурсĕсене явăçтарнă. Хаваслă уяв мероприятийĕ ял ĕçченĕсен кăмăлне çĕкленӳллĕ вăй-хăват кӳнĕ.

 



02 ноября 2012
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter