Елчĕк районĕ: бизнесменсем валли - курав

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Елчĕк енре пĕчĕк тата вăтам бизнесăн кунне ирттерчĕç. Елчĕкри музейçĕсем уява уяв пекех тăвас тĕлĕшпе асăннă мероприятие хутшăнакансем валли алă ĕç куравĕ йĕркелени пурин кăмăлне çĕклерĕ. Пуян та илĕртỹллĕ куравра курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ. Кашни ял тăрăхĕ хăйсен таврари ылтăн алăллă ăстасен ĕçĕсене курава тăратнă. Уйрăмах Тăрăмри тухьясемпе тенкесен, мăй çаккисен умĕнче халăх нумай пулчĕ. Пĕри тепринчен хитре те хỹхĕм тухьясем, вĕсене культура ĕçченĕсем фольклор ушкăнĕ валли туса хатĕрленĕ, пуçаруçи - Тăрăмри информаципе культура центрĕн ертỹçи Е.Л.Каширина. Илеме курма, хаклама пĕлекен çын темĕн тума та хатĕр çав. Вырăскассинчи Л. Краснова бисертан çыхса хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласем те куравра тĕп вырăн йышăнчĕç. Аслă Елчĕксем яланхиллех чуна хускатмалла тĕрĕ-çĕвĕпе тĕлĕнтерчĕç. Акă Г.А. Адюкова, ял тăрăхĕн ĕçченĕ, тĕрлĕ темăпа тĕрĕленĕ картинăсенче çутçанталăкăн кашни тапхăрĕ куç умне тухса тăрать. Килĕшỹллĕ тĕспе тĕрĕленĕ пейзажсене типтерлĕн рамăсен ăшне вырнаçтарнă. Куравшăн яваплă П.В. Бобина библиотекарь чăннипех те тав сăмахне тивĕçлĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнчи Р. Парферьева ертсе пыракан ачасен алă ĕçĕсен пахалăхне темиçе хутчен те курса тĕлĕннĕ, хальхинче те куравра курса савăнмалли сахал пулмарĕ. Чăн чăваш тĕррин çĕввисене асăннă шкулти ачасем пуринчен те лайăх пĕлеççĕ. Чăваш тумĕллĕ пуканесем ытла та ятуллă пулни кашнинех тĕлĕнтерчĕ. Хитре чечеклĕ ывăссем те питĕ хỹхĕм. Лащ-Таяпари Петр Теренин йывăçран касса тĕрлĕрен кỹлепесем тăвас тĕлĕшпе чăн ăста. Куравпа паллашакансем вăл ăсталанă салтак, майор, генерал, унтер офицер тата ытти кỹлепесем патĕнче честь пама хатĕр пулчĕç. Кунтах В.И.Чапаев та тăрать. Алă ĕçне ăстаскере алă тытса саламлас килет. Çирĕклĕ Шăхалĕнче те алă ĕçне ăста çынсем сахалăн мар. Информаципе культура центрĕн ертỹçи О.П.Муравьева çинçе лентăпа тĕрĕ-çĕвĕ тума, бисертан тĕрлĕ чечек калăплама ăста. Ольга Петровнан ĕçĕсене куракансем пысăка хурса хакларĕç. Кĕçĕн Таяпари ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем те алă ĕçĕнче маттур. Куравра хутран тĕрлĕ чечексем (квиллинг) ешерсе çеç ларчĕç. Уйрăмах Н. Муллина ăсталанă чечексен илĕртỹллĕхе иксĕлми пулчĕ. Елчĕксем Элекçей Тимешĕнче пурăнакан Б.М. Пятаковăн шавлă музыка инструменчĕсен çĕнĕ варианчĕпе паллаштарма кăмăл турĕç. Ахальтен мар пулĕ Борис Михайловича кунашкал инструментсем ăсталама заказ та параççĕ. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче алă ĕç ăстисем вуншарăн. Кунта тĕрĕ-çĕвĕ ĕçĕ анлăн сарăлнă.Кураври çыхнă, тĕрĕленĕ япаласенчен чылайăшĕ Аслă Таяпасен алă ĕç ăсталăхне чăннипех çирĕплетрĕ. Елчĕкри вулавăш ĕçченĕсем предпринимательсене сĕнỹ, канаш паракан кĕнекесен куравне йĕркелени те темрен паха пулчĕ. Кăмăллă куравшăн тав сăмахĕ йышăнма питех те кăмăллă.



02 ноября 2012
11:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter