Михаил Игнатьев: «Раççейпе Чăваш Енĕн вăйĕ – вĕсенче пурăнакан халăхсен пĕрлĕхĕнче»

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наци культурисен пĕрлешĕвĕн ертӳçисемпе тата Чăваш Республикинчи религи пĕрлешĕвĕпе наци ĕçĕсен канашĕн членĕсемпе  тĕл пулнă. Пухăннисене Михаил Игнатьев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе саламланă май, палăртнă уяв  Раççей халăхĕн Тăван çĕр-шыв хăватлăхĕшĕн тата чечекленĕвĕшĕн пĕр чăмăра пĕрлешме хистекен сĕм авалхи йăлисене сăнарланине палăртнă. Авалхи йăласене кирлĕ пек сыхласа упраса, тĕрлĕ тĕне ĕненекен тата тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсен культурине сума суса кăна общество çирĕплĕхне тата унти çураçулăха тивĕçтерме май пулнине ĕненмелле кăтартса панине каланă. 2010 çулта Пĕтĕм тĕнчере ирттернĕ çырав кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра  128 наци, 8 этнос ушкăнĕн тата 14 конфесси çыннисем пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе тăнăçлăхпа çураçулăхра пурăннине кăтартса панă. «Пĕрле, çав хушăрах хамăрăн этнос, культура тата конфесси хăй евĕрлĕхне упраса хăварса, эпир пĕтĕм çивĕч ыйтăва татса пама, мĕн пур чăрмава çĕнтерме пултаратпăр. Халăхсен туслăхне шанчăклăн упраса тата вăйлатса, нумай нациллĕ пĕрлĕхе çирĕплетсе, наци йăлисене пур майсемпе те малалла аталантарса эпир Чăваш Ене ăс-хакăл енчен, экономика тĕлĕшĕнчен тата та вăйлăрах тума пултарасси пирки», - çирĕппĕн палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пухăннисем  тĕрлĕ наци çыннипе экономика тата культура çыхăнăвĕсем йĕркелес ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçлнса пынине палăртнă. Çак палăртнă кун, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енри нацисем хушшинчи килĕшĕве çирĕплетсе тата аталанса пыма пысăк тӳпе хунăшăн  Винокуров Иосиф Лазаревича тав çырăвĕ парса чысланă. Чăваш Республикинче кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ӳсекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçре нуммай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Иванов Михаил Никифоровича тата Сафиуллин Хайдяр Абдулбариевича та  тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.



02 ноября 2012
18:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter